Патăрьелсем музейре сăвăсем хайланă
Патăрьелти "Çăкăр" историпе этнографи музейĕнче "Искусствăсен каçĕ" йăлана кĕнĕ культурăпа ăс-хакăл акцийĕ пулнă. Кăçал вăл "Искусство пĕрлештерет" девизпа иртнĕ. Ăна Раççейре Литература çулталăкĕнчен Кино çулне /2016 çула Кино çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ/ куçнипе çыхăнтарнă.
Аваллăх управçинче литература вулавĕсем, "çавра сĕтелсем", ăсталăх сехечĕсем йĕркеленĕ. Уяв Патăрьелти 4-8-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнипе пуçланнă. Вĕренекенсем Тăван çĕршыв, туслăх, тăнăçлăх çинчен сăвăсем вуланă. "Çавра сĕтел" хушшинче музейпе куракан хушшинчи туслăха çирĕплетесси пирки калаçу пуçарнă. Унтан пухăннисем "Сăвă çырасси" ăсталăх сехетне хутшăннă. Кашниех сăвă хайласа пăхнă. Патăрьелти тĕп библиотека директорĕн çумĕ Валентина Маллина тата 1-мĕш шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Марина Федоровăн сăввисене культурăпа искусствăна кăмăллакансем каçса кайсах итленĕ. Музей ĕçченĕсем мероприятие хутшăнакансене пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн тав тунă.
А.ГРОМОВА.