Пăшăрхантаракан ыйтусене уçăмлатма – депутат патне
25 Ноября, 2016 | Хыпар | Экономика | Йышăну

Чÿк уйăхĕн 21-27-мĕшĕсенче РФ Патшалăх Думин депутачĕсен регионсенчи черетлĕ эрни иртет, çавна май Алена Аршинова «Единая Россия» парти председателĕн Дмитрий Медведевăн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕнче граждансене харпăр хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.

Максим Плетнев юрист РФ Гражданла процесс кодексĕн темиçе статйине улшăнусем кĕртмелле тесе шухăшлать. Çак улшăнусем тĕпрен илсен суд акчĕсем тĕлĕшпе апелляци тата кассаци çăхавĕ памалли срока, сиктерсе хăварнăскере, çĕнĕрен тавăрасси пирки çырнă заявленисене пĕр евĕрлĕ йĕркепе пăхса тухассине вăя кĕртмелле тенипе çыхăннă. Алена Аршинова юрист практикинчи темиçе тĕслĕхпе тĕплĕнрех паллаштарма сĕнчĕ, ку ыйтупа çине тăрса ĕçлеме шантарчĕ: маларах асăннă улшăнусем кашни регионти юристсене те пырса тивме пултараççĕ-çке.

Шупашкарти пĕр вĕренÿ заведенийĕнче пĕлĕвне тарăнлатакан Александр Алена Игоревна патне студентсен ăслăлăх тата инноваци ĕç-хĕлне пулăшмалли грантсем пирки тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе çитнĕ. Каччă психологипе кăсăкланать, ку енĕпе тĕпчевсем ирттересшĕн, çапах укçа-тенкĕ çитсе пыманни ура хурать. Грант шăпах вырăнлă пулĕччĕ. Дума депутачĕ хăй политика наукисен кандидачĕн диссертацине çырса хатĕрленĕ вăхăтра мĕнле ĕçлени, халĕ Раççей халăхсен туслăхĕн университечĕн социологи кафедрин доценчĕ пулнă май студентсемпе пĕрле ăслăлăх енĕпе мĕн туни пирки кĕскен каласа кăтартрĕ. Паянхи кун патшалăх çамрăксене ăслăлăхпа инноваци ĕç-хĕлне аталантармашкăн тем тĕрлĕ пулăшу кÿнине палăртрĕ. Вăл Александра Раççей гуманитари ăслăлăх фончĕн сайтне кĕрсе грант конкурсĕсемпе тĕплĕнрех паллашма, çавăн пекех вĕренÿ заведенийĕн ректорĕпе канашлама /унпа Алена Игоревна тĕлпулу пирки хăй калаçса татăлать/ сĕнчĕ.

Кăçалхи чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарта, çĕршыври чылай ытти хулари пекех, чĕрчунсене хÿтĕлессипе çыхăннă акци иртнĕ. Унта хутшăнакансене ку утăма тума Хабаровскри чуна ыраттаракан пулăм хистенĕ: шкулта вĕренекен хĕрачасем чĕрчунсене мĕнле нушалантарни пирки видео ÿкерсе социаллă сетьсене вырнаçтарнă. Шупашкарта иртнĕ акцире пулнă икĕ хĕр Алена Аршинова патне РФ Уголовлă кодексĕн 245-мĕш статйине, чĕрчунсене хĕрхенменнипе çыхăннине, улшăнусем кĕртес ыйтупа çитнĕ. Вĕсен шухăшĕпе — саккуна çирĕпрех тумалла. «Ача чухнех йытă-кушака нушалантаракансем ÿссен мĕнле çынсем пулĕç? Усаллăх тымарне вăхăтра кăкламасан вĕсем каярахпа тата хăрушăрах ĕçсем тума пултараççĕ-çке», — пăшăрханăвне пытармарĕç чĕрчунсене хÿтĕлекен фондăн хастарĕсем.

«Эпĕ ку ыйтăва тĕплĕнрех тишкерĕп. Хабаровскра кăмăллах мар истори пулнă хыççăн мана социаллă сетьсенче нумаййăн çырчĕç, вĕсем çак йывăрлăха мĕнле татса парсан лайăхраххи пирки те пĕлтерчĕç. Пĕлетĕр ĕнтĕ: чĕрчунсене нушалантарнăшăн-хур кÿнĕшĕн яваплăха çирĕплетес шухăша Раççей Президенчĕ Владимир Путин та ырланă. Çĕршывăн 2017-2019 çулсенчи бюджетне çирĕплетнĕ хыççăн ку ыйтăва Патшалăх Думинче тепĕр хут çĕклĕп», — терĕ Алена Игоревна.

Алена Аршинова депутат йышăну вăхăтĕнче хускатнă ыйтусене татса парас ĕç мĕнле пынине яланах хăй тĕрĕслесе тăрать, çавăнпа ун патне килекен сахал мар. Вăл Çĕнĕ Шупашкарта та граждансене харпăр хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.