Пăшалпа шÿтлемеççĕ
Çулталăк пуçланнăранпа тĕп хулара пурăнакан икçĕр ытла çынна хĕç-пăшал упрамалли йĕркене пăхăнманшăн административлă майпа явап тыттарнă. Çак тата ытти цифрăпа РФ ШĔМ Шупашкар хулинчи управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Геннадий Иванов подполковник тата Олег Васькин капитан паллаштарчĕç.
«Хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнакан çынсен аллинче тĕрлĕ йышши тăхăр пин ытла хĕç-пăшал упранать. Вĕсемпе мĕнле усă курнине полици ĕçченĕсем сăнасах тăраççĕ. Кăçал полицейскисем пилĕк пине яхăн тĕрĕслев ирттернĕ, хĕç-пăшал упрамалли йĕркене пăхăнман икçĕр ытла тĕслĕхе тупса палăртнă. 213 гражданина административлă майпа явап тыттарнă, 199 çыннăн лицензине пăрахăçланă, 425 единица хĕç-пăшал туртса илнĕ», - пĕлтерчĕ полици ĕçченĕ.
Инкеке, хĕç-пăшал çухатакансем те, вăрлакансем те пур. Кăçал çакăн йышши темиçе тĕслĕх пулнă. Хĕç-пăшал усал шухăш-кăмăллă çын аллине лексен ĕç-пуç ырăпа вĕçленесси иккĕленÿллĕ. Г.Иванов хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе паракансене уголовлă яваплăхран хăтарни çинчен пĕлтерчĕ. «Саккунсăр майпа упранакан пăшала, сирпĕтмелли хатĕрсене, ыттине Шупашкарти кирек хăш полици уйрăмĕнче те йышăнаççĕ. Е 24-20-17, 62-01-22, 02 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле», - терĕ полици подполковникĕ.
Кăçал граждансем регистрацилемен хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе тавăрса панă пилĕк тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсене çакăншăн укçан хавхалантарнă. Сăмах май, саккунна пăсса хĕç-пăшал тата ытти хатĕре упранăшăн, пĕрле илсе çÿренĕшĕн уголовлă майпа явап тыттараççĕ, 8 çул таранччен ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ.
Управленин лицензипе ирĕк паракан ушкăнĕн аслă инспекторĕ Олег Васькин каланă тăрăх - граждансем килтен тухмасăрах патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă хĕç-пăшалпа усă курма лицензи е ирĕк илме пултараççĕ. Кăçал полици ĕçченĕсем лицензи парас, усă курмалли вăхăта тăсас тата ытти тĕлĕшпе виçĕ пин ытла ыйту йышăннă. Çак шутран, шел те, 70-шĕ çеç электрон мелпе çитнĕ.
В.БАГАДЕРОВА
Комментари хушас