Пасара кĕмесĕр чун чăтмасть

Кунĕпе хĕвел питтинче

Шупашкарти 9-мĕш пилĕк çуллăх проспекчĕпе Хусанкай урамĕ хĕресленнĕ вырăнта хула влаçĕсем ирĕк памасăрах пĕчĕк пасар уçнă. Ятарлă сĕтелсем çуккипе çынсем çывăхри лавккаран йывăç ешчĕксем, картун курупкасем çĕклесе килеççĕ, хăшĕ-пĕри пахча çимĕçĕпе çырлине асфальт çинех сарса хунă.

Малтан пилĕк-ултă карчăк çеç ларатчĕ кунта. Йыш майĕпен хушăнчĕ курăнать: халĕ аллă-утмăл çынран кая мар. Кунĕпе хĕвел питтинче сутса ларма çăмăл тетĕр-и? Çапах никам та ÿпкелешмест. Пурте ялти пахчара е хула çывăхĕнчи садра ÿстернĕ улма-çырлана сутса кăштах услам тăвас шухăшпа килнĕ.

– Çĕр улми мĕн хак сирĕн? – ыйтатăп пенси çулĕсенчи хĕрарăмран.

– Çирĕм тенкĕ. Тепĕр сортне çирĕм пилĕкпе паратăп. Илĕр. Паян икĕ михĕ илсе килнĕччĕ, йăлтах сутăнса пĕтрĕ. Ку юлашки.

– Хăвăр лартса тунă-и, ăçтан эсир?

– Муркашран. Анана шăварсах тăнă, çавăнпа шултра. Ывăл пахча хыçĕнчи пĕвене насус лартса пачĕ те – пĕрĕхтеретĕп çеç. Çак юлашки виçĕ килограмшăн укçа хĕрхенетĕн-и, туян, вун пилĕкпе парса ярăп.

Улми лайăх кайнипе карчăк кăмăлĕ çемçелнĕ. Ирпе Шупашкара ĕçе васкакан ывăлĕ леçсе ярать, каçхине – киле. Епле меллĕ. Икĕ михĕ (80 килограмм) сутăннă пулсан çак ватă 1600 тенкĕ тунă.

Юнашарах самăртарах хĕрарăм ларать. Вăл мĕн сĕнет-ха? Кун пысăкăш помидорсене нихăçан та курман.

– "Бычье сердце" текен сорт вăл,– эпĕ тĕпчевлĕн пăхнине кура ăнлантарать хайхи. – Ашлă помидор. Пĕри пĕр салат тума çитет. Хам пахчара ÿстернĕскерсем.

Хăй Сĕнтĕрвăрринчен. Хулара икĕ кун сиктерсе ĕçлемелли вырăн тупнă та пушă вăхăта кунта ирттерет. Çемьешĕн хушма укçа. Иртен-çÿрен мĕн те пулин туянатех. Ара, кам кăна сутă тумасть пулĕ. Халăх ĕç хыççăн уйрăмах йышлă. Троллейбус чарăнăвĕ юнашарах. Лайăх кĕтесе куç хывнă карчăк-кĕрчĕк. Анчах пасарĕ саккунлă майпа ĕçлекенни мар çав.

Вĕсем валли ятарлă вырăн уйăрса парсан тем пекехчĕ. Хĕвел çинче пиçсе ларакансене шеллес те килет. Тăррине витнĕ ансат павильонсем тума укçа нумай тăккаланмĕ. Ав, Мир проспектĕнчи "Магнит" супермаркетран инçех мар пĕчĕк пасар туса лартрĕç. Çумăрлă çанталăк хăратмасть сутуçăсене. Арендăшăн пысăк укçа ыйтмаççĕ.

Хушусемпе чарусем кăларма нумай ăс кирлĕ мар. Астăватăр-и: Гагарин урамĕнчи тĕп пасар патĕнче унччен сĕт-турăх, ытти ăпăр-тапăр сĕнекенсем шăкăрин ларатчĕç. Пысăк штраф хурассипе хăратнă хыççăн вĕсем вырăна улăштарнă. Халь сĕт хуçисене тĕрлĕ универсам çывăхĕнче куратăн. Калăпăр, Университет урамĕнче "Олимп" суту-илÿ çурчĕ пур. Ун аялти хутĕнче пахча-çимĕç уйрăмĕ вырнаçнă. Çынсем кунти хака ытти лавккаринчен пĕчĕк пулнипе килĕштереççĕ. Анчах алăкран тухсанах çавăн йышши çимĕçсене сутакансене пырса тăрăнатăн. Сутуçăсем пĕрре мар хăваланă вĕсене, çав-çавах килсе лараççĕ.Пирĕн тата ăçта сутмалла тесе чĕрре кĕреççĕ.

 

Туянăр, йÿнĕпе сĕнеççĕ

Шăмат кун, çурлан 16-мĕшĕ. Николаев урамĕнчи ярмăркка. Ун хуçи – Владимир Ермолаев предприниматель. Хапхаран пысăк тиевлĕ машинăсем кĕрсе тухкалаççĕ. Анчах... туянакан сахал. Сутуçисем – кăнтăр енчи республикăсенчен килнисем.

– Эс, тăванăм, малтан тутанса пăх, вара ман арбуз сĕтеклĕ тесе кала,– вырăсла лайăх калаçма вĕреннĕ Фарис таджик хăйĕн çимĕçĕсене ырлать.– Çавăн пек паха кучченеç сутăнмасан эпир кунта тăнин мĕн усси. Упрамалли е сивĕтмелли камерăсене хурсан та кашни çимĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ.

Арбуза 13 тенкĕпе виçсе пачĕ. Дыня 35 тенкĕ.

– Çав тери тутлă, тавах. Кунта чылайранпа сутă тăватăр-и? Ăçта пурăнатăр?

– Хăна çурчĕсем – пуяннисем валли. Эпир кашни пуса шутлатпăр. Кам машина сыхласа унтах çĕр каçать,тепри хваттере янисем патне каять.

Азербайджан, Таджикистан, Узбекистан – ман вĕсен хастарĕсене пĕртте хурлас кăмăлăм çук. Чылай çимĕçе хамăр сĕтел çинче курма хавас. Анăç Раççее хирĕçле санкцисем йышăннă хыççăн кăнтăр республикисем пирĕн рынока туллин тивĕçтерме шантараççĕ.

Çак лаптăка туслăх пасарĕ тесен йăнăш пулмĕ. Вырăсĕ, тутарĕ, чăвашĕ, узбекĕ сутă тăвать. Чăвашĕсем ăçтарах-ши тесе утрăм та "21-мĕш регион" машини лара парать.Красноармейскинчен çĕр улми тиесе килнĕ. Сакăр тенкĕпе курттăммăн ярăнтараççĕ. Епле йÿнĕ!

– Урапа çине виçĕ сетка хутăм, киле çуранах танккама тивет, – тет Эгер урамĕнче пурăнакан Константин Яковлев. – Машина пуррисем килеççĕ те вăшт кăна вĕçтереççĕ. Халь йÿнĕпе илсе юл та нÿхрепе кайса хур.

Çуллен ирттерекен çĕр улми фестивалĕнче халăх йышлăччĕ, пенсионерсене машинăпа тÿлевсĕр леçсе паратчĕç. Çавна халь мĕншĕн йĕркелес мар? Улма вăрлăхĕ сутнă чухне те çын нумай. "Пĕр машина тиесе килтĕмĕр, вăрлăх самантрах сутăнса пĕтрĕ,– кăмăллăн пĕлтерчĕ Муркаш районĕнчи "ВаСем" хуçалăх ертÿçи Валерий Кондратьев.

Сутмалли лаптăксем пур çĕрте улма-çырла, пыл фестивалĕсем йĕркелесен питĕ аванччĕ.

Николаев урамĕнчи ярмăрккана халăх çÿременнине автобус маршручĕ çуккипе те ăнлантармалла. Çитменнине халь Калинин проспектне тухакан çула юсанă май ăна хупса хунă.

Вячеслав Григорьев.

Вячеслав ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.