Пархатарлă ĕçсемшĕн - чи хисеплĕ ят

22 Раштав, 2014

«Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ» ята камсем тивĕçнĕ?

В.ВЕНЕДИКТОВ.

Тăвай районĕ.

«Чăваш Республикин патшалăх наградисем çинчен» саккуна 2005 çулта йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикин чи аслă хисеплĕ ятне - «Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ» - çирĕплетнĕ. Çак ята тивĕçнисен йышĕнче - Андриян Григорьевич Николаев /1997 ç./, Геннадий Никандрович Волков /1997/, Вера Кузьминична Кузьмина /2003/, Николай Васильевич Федоров /2003/, Николай Федорович Гаврилов /2014/. Хуласемпе районсен Хисеплĕ гражданинĕн ячĕсем те пур. Вĕсене вырăнти влаç органĕсем çак хуласемпе районсене аталантарнипе çыхăннă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн параççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.