Парăма шыраттарса илетпĕр

18 Чÿк, 2014

ЧР Çутçанталăк тата экологи министерстви кăçалхи 9 уйăхра тĕрĕслев-надзор йĕркелесе вăрман саккунĕсене пăснă - 246, вăл шутра 210 кубла метр йывăç каснине çирĕплетекен 29 тĕслĕх тупса палăртрĕ.

Айăплисем тĕлĕшпе административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодекспа килĕшÿллĕн 253 протокол çырнă. Йĕркене пăсса йывăç тÿнтернĕ 11 тĕслĕх пирки пуçарнă ĕçсене право йĕркине сыхлакан органсене ярса патăмăр. 7-шĕпе уголовлă ĕçсем пуçарнă, ыттине тĕпчеççĕ. 18 тĕслĕхшĕн айăплисене административлă майпа явап тыттарнă. Саккуна вырăна хумасăр йывăç касса - 1,117 млн, чăтлăх-вĕтлĕхри çĕре пăсса РФ Вăрман фондне 59 пин тенкĕлĕх тăкак кÿчĕç. Пĕтĕм укçан 11,7% шыраттарса илтĕмĕр.

Административлă 266 ĕçе пăхса тухса 663 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă. 428 пин тенкине /64,6%/ шыраттарса илнĕ. Отчетлă тапхăр вĕçне юлнă штрафпа татăлмалли вăхăт пĕтменччĕ-ха.

Тара панă вăрман лаптăкĕсемшĕн пухăнса кайнă парăма шыраса илес тĕллевпе министерство РФ Суд приставĕсен службин республикăри управленийĕпе çыхăнса ĕçлет. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăрман лаптăкĕн 30 арендаторĕ тата вăрман лапкăшне тара илесси пирки çирĕплетнĕ килĕшĕве татнă çавăн чухлех çын федераци хысни умĕнче - 15,7 млн, ЧР бюджечĕ умĕнче 30,8 млн тенкĕлĕх парăмра пулнă. 12,3 млн тенкĕ шыраттарса илме пуçарнă 28 ĕçе - чăваш приставĕсене, 17,3 млн тенкĕ тăпăлтарса илме 9-шне ытти регион приставĕсене ярса панă. Пирĕн суд приставĕсем хыснана 1,5 млн тенкĕ куçарттарчĕç. Министерство пĕр пристав саккунпа килĕшсе тăман йышăну тунă тесе ăна хирĕç çăхав тăратрĕ те - тивĕçтерчĕç: 237,5 пин тенкĕлĕх парăма федераци хыснине туллин куçарттарма май килчĕ. Министерство ÿпкев-тавăç тăратнă пирки 50 арендатор хăйĕн ирĕкĕпе 1,4 млн тенкĕлĕх парăмпа татăлчĕ. Вăрман лаптăкне тара илекен аренда укçине вăхăтра тата туллин куçармасан, унпа пĕр хутчен çеç татăлмасан 2013 çултанпа министерствăн арендаторпа çирĕплетнĕ килĕшĕве унпа калаçмасăрах татма ирĕк пур.

Вăрман лаптăкне туянмалли-сутмалли килĕшÿсен реестрĕнче 3 çыннăн федераципе республика бюджечĕ умĕнчи парăмĕ 10 млн тенкĕлĕх.

ЧР Арбитраж сучĕн 2012 çулхи раштав уйăхĕн 12 тата майăн 28-мĕшĕсенчи йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн министерство «Чăваш вăрман хуçалăхĕ» патшалăх унитари предприятийĕн /ПУП/ кредиторĕсем шыраттаракан парăмсен реестрĕнче черетре виççĕмĕш вырăнта. Предприяти парăмĕ 7,26 млн тенкĕлĕх. Халĕ вăл - конкурс производствинче.

Чăваш вăрман хуçалăхĕн парăмĕ 2010 çулчченех, ЧР Çут çанталăк тата экологи министерствин хальхи штатне çирĕплетичченех пухăннă. Федераципе республика саккунĕсемпе килĕшÿллĕн ЧР хыснине укçа маларах куçарсан çеç вăрманпа усă курма юрать. Анчах министр çумĕ А.Ермолаев тата унăн пулăшуçи Д.Николаев ПУП бюджета кĕмĕл хывасса кĕтмесĕрех йывăç касма ирек панă. Иккĕшĕ Чăваш вăрман хуçалăхне «ăшă çунат айне илнĕ». Вĕсене пĕр-пĕринпе мĕн çыхăнтарнă-ши?

Предприяти директорĕ Д.Дейнекин хăйĕн çумĕ Денис Николаев министр заместителĕн пулăшуçи Диомид Николаев ывăлĕ пулнине лайăх пĕлнĕ. ПУПăн тĕп бухгалтерĕнче Диомид Николаев арăмĕ Галина Николаева ĕçленине те манăçа кăларман.

Кĕскен, министерствăн ун чухнехи ертÿçисем «тилхепене пушатнăран» çак ушкăн преступлени çулĕ çине тăнă. Суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Д.Дейнекинпа Г.Николаева хальхи вăхăтра - тĕрмере. Преступлени тунăшăн вĕсен явап тытма тивет.

200 пин тенкĕлĕх парăмлă «Прогресс-21» общество тĕлĕшпе те ĕç пуçарнă. Унăн ячĕпе транспорт хатĕрĕ, куçман пурлăх шута илтермен, укçа куçармалли счетĕнче пĕр пус та çук. Çавăнпа пристав общество тĕлĕшпе кăларнă йышăнăва пурнăçа кĕртеймест. Йывăç касма 2008 çулта билет илнĕ К.Алякин тĕлĕшпе те ĕç пуçарнă. Унăн парăмĕ 2,67 млн тенкĕлĕх. 2013-2014 çулсенче вăл 26 пин тенкĕ куçарчĕ. Министерство вăрмана сыхлас, хÿтĕлес, хунав лартса çитĕнтерес тĕлĕшпе патшалăх килĕшĕвĕнче палăртнă ĕçсене пурнăçламаншăн кăçал «Авто» тата «Коралл» обществăсемпе çирĕплетнине татрĕ.

Федерацин «Çĕр айĕнчи чĕртавар» саккунĕн 20 тата 21-мĕш статйисемпе килĕшÿллĕн лицензире пăхнă ĕçсене пурнăçламан пирки 13 лицензие туртса илнĕ, пĕрин вăйне чарса лартнă. Лицензи илмесĕрех çĕр айĕнчи чĕртаварпа усă курнăшăн должноçри 2 çынна административлă майпа айăпласа 50-шар пин тенкĕлĕх штраф тÿлеттернĕ. Патшалăха 2,2 млн тенкĕлĕх тăкак кÿнĕшĕн С.Сироткин тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Унран çав укçана пĕтĕмпех шыраттарса илнĕ.

Министерство тата право йĕркине сыхлакан органсем пĕрле килĕштерсе ĕçлесен çутçанталăка хÿтĕлесси çинчен калакан саккунсене пăсакансене пурне те явап тыттарăпăр.

Иван ИСАЕВ,

ЧР çутçанталăк тата экологи министрĕ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.