Паллă режиссер сăнĕ - почта конверчĕ çинче

31 Пуш, 2015

Чăвашсен паллă режиссерĕ тата драматургĕ Леонид Родионов çуралнăранпа нумаях пулмасть 100 çул çитрĕ. Çавна май "Марка" издательство центрĕ, Раççей почтин Чăваш Енри филиалĕ сĕннипе, Леонид Родионовăн сăнÿкерчĕкĕпе конверт кăларнă. Тиражĕ - 500 пин экземпляр. Пĕр пайĕ республикăри почта уйрăмĕсене çитнĕ те ĕнтĕ, ыттисем тĕнче тăрăх саланĕç, ентешĕмĕр çинчен тĕрлĕ халăх çыннине пĕлтерĕç.

Леонид Родионов çакăн пек чыса тивĕçех. Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче çур ĕмĕр ĕçленĕ, çак тапхăрта 130 ытла спектакль лартнă. Унсăр пуçне пьесăсем çырнă, вырăс çыравçисен пьесисене чăвашла куçарнă. Николай Терентьевăн пьесипе Н.ГЕОРГИЕВА