Паллă çыравçăсене сума суса

31 Пуш, 2014

Тутарстанри Пăва районĕнче чылай чăваш çыравçи çуралса ÿснĕ. Вĕсен шутĕнче В. Краснов-Асли, Г. Краснов-Кĕçĕнни, В. Ахун, С. Ялавин, В. Чебоксаров. Вĕсене асăнса Кипекассипе Элшел ялĕсенче асăну хăмисем уçрĕç. Уява «Тăван Атăл», «Капкăн», «Лик» журналсемпе «Хресчен сасси», «Тантăш» хаçатсен редколлегийĕсен членĕсем хутшăнчĕç. Вырăнти хальхи авторсемпе тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç.