Палашăр : "Арçынпа хĕрарăм"
"Нумай профессиллĕ çын",- теççĕ ун пирки ял çыннисем. Тракторист та, платник те, тимĕрçĕ те, кăмакаçă та, шăвăççă та, сварщик та ... вăл. Ку çеç-и? Маçтăрскер хуçалăхра кирлĕ техника та ăсталать, сехет те юсать. Канаш районĕнчи Çĕнĕ Юнтапари пултаруллă та хăйне евĕр çынпа - Петр Семенович Семеновпа паллаштарать "Арçынпа хĕрарăм" кăларăмри "Илеме туякансем, ăсталăха аталантаракансем" материал.
"Вĕлтрен вăрри, чечек тусанĕ" материалта вара арçын сывлăхĕшĕн уйрăмах усăллă апат-çимĕç пирки çырса кăтартнă. "Эрех ĕçме пач пăрахма сĕре йывăр иккен. Шутсăр вăйлă илĕртмĕш вăл, хăйĕн патнелле туртать те туртать. Кун пекех пурăнсан пĕтетĕп эпĕ. Камран пулăшу ыйтмалла-ши? Епле сывалмалла-ши?"- çырать наркăмăш серепине лекнĕ Игорь В. Тĕплĕнрех - "Çепĕç чĕлхипе тыткăнларĕ" материалта.