Пакунлисене те хирĕç тăраççĕ

Явап тытасран хăраса-ши, хаяррипе сăйланнăран хăйсене паттăрла тытнăран-ши… — çынсем полици ĕçченĕсене те «патаклама» именмеççĕ.
Кăмăл-сипет тени те улшăнсах пырать çав. Влаç органĕсен представителĕсемпе юлашки вăхăтра ытла та час-часах чĕрре кĕреççĕ «паттăрсем».
Канаш районĕнчи пĕр арçыннăн та полици ĕçченне кÿрентернĕшĕн явап тытма тивет. РФ СК республикăри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх,
40 çултискерне айăплă тесе йышăнма материал çителĕклех пухнă. Ăна пĕр çулталăклăха условлă майпа ирĕксĕр хăварнă. Канаш районĕн сучĕ палăр тнă тăрăх, кăçалхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче арçынна пакунлисем ашкăннăшăн тытса чарнă. Ăна шалти ĕçсен пайне илсе çитерес тесе полици машинине лартнă. Анчах та арçын кунта хăйне лăпкă тытма пĕлмен. Полици ĕçченĕсене темĕн те пĕр каласа хăртнипе пĕрлех пĕрне сылтăм аллинчен çыртса илнĕ.
Çакна та палăртмалла: административлă явап тыттарнă май ăна ун чухне 5 талăка хупнă.
Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 23 çулти каччă тĕлĕшпе те уголовлă ĕç пуçарнине РФ СК республикăри управленийĕ пĕлтернĕччĕ. Çамрăк утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче айăпа кĕнĕ. Вырăнти кафесенчен пĕринче пулнă ĕç-пуç. Йĕкĕте пакунлисем юлташĕн докуменчĕсене тĕрĕслеме пуçлани килĕшмен. Вăл хыçалтан пырса полици сотрудникне ĕнсинчен ярса тытнă, пуçĕпе тăрслаттарса асфальт çине ÿкернĕ. Апла пулин те йĕркесĕрлĕхе чарнă. Малалла вулас...

Татьяна НАУМОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.