ПАИн пулăшу ĕçĕсем: ансатрах, хăвăртрах

7 Утă, 2014

Темиçе çул каялла автомобиле регистрацилеме, номер илме кайсан регистраци пунктĕнче çур кун черет кĕтни те манăçман-ха. Мĕн тăвăн, халăх ытларах та ытларах машина туянать, ПАИн регистраци енĕпе ĕçлекен сотрудникĕсен йышĕ вара шутлă... Унччен çаплаччĕ, телее, лару-тăру улшăнни куç кĕрет. Ансатрах, хăвăртрах - çакă паян Патшалăх автоинспекцийĕшĕн те ытларах та ытларах кăтартуллă пулса пырать. Çĕнĕлĕхсем çинчен пире республикăн Шалти ĕçсен министерствин Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Геннадий ЧУРБАНОВ каласа пачĕ.

- Патшалăх автоинспекцийĕ халăха патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен 3 тĕсне кÿрет: автомототранспорт хатĕрĕсен тата вĕсен прицепĕсен патшалăх регистрацине пурнăçлать, квалификаци экзаменĕсене йышăнать тата водитель удостоверенийĕсем парать, çавăн пекех çул çÿревпе çыхăннă административлă правăна пăсни çинчен калакан кăтартусем парать, - терĕ Геннадий Васильевич. - Граждансем Патшалăх автоинспекцийĕнчен транспорт хатĕрĕсен регистрацийĕпе çыхăннă пулăшу ĕçĕсене ытларах ыйтаççĕ.

Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен Раççейре патшалăхăн транспорт хатĕрĕсен регистрацийĕпе çыхăннă пулăшу ĕçĕсене пурнăçламалли çĕнĕ Административлă регламент вăя кĕчĕ. Регламентăн çĕнĕ редакцине Раççей Шалти ĕçсен министерствин Патшалăх автоинспекцийĕ хатĕрленĕ, транспорт хатĕрĕсене регистрацилемелли процедурăсене курăмлă улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем чи малтанах çак ĕçе виçеллĕ тăвас тĕллевлĕ: документсен çаврăнăшне пĕчĕклетесси, административлă процедурăсен шутне чакарасси. Ку граждансен вăхăтне палăрмаллах перекетлеме пулăшмалла.

Транспорт хатĕрĕсен регистрацийĕн халĕчченхи тытăмĕн тĕп положенийĕсене упраса хăварнипе пĕрлех регламентра çак сферăри чылай çĕнĕлĕхе палăртнă. Тĕслĕхрен, çĕнĕ регламентпа килĕшÿллĕн транспорт хатĕрне сутас умĕн регистраци шутĕнчен кăлармалла мар, халĕ çакна çĕнĕ хуçа транспорт хатĕрне шута илтернĕ чухне пĕрле пурнăçлĕ. Унччен çак процедурăна транспорт хатĕрĕсен хуçисем ыйтнипе пурнăçланă, практика кăтартса панă тăрăх - ку меллĕ: регистраци енĕпе шутран кăларассине тата шута илессине пĕрлештернĕ май çакăн валли каякан вăхăт икĕ хут пĕчĕкленет.

Çĕнĕ регламентпа килĕшÿллĕн уйрăм çынсем тата юридици вăйĕнчи тытăмсем регистраци ĕçĕсене Шалти ĕçсен министерствин Патшалăх автоинспекцийĕн кирек хăш регистраци подразделенийĕнче те пурнăçлама пултараççĕ. "Транзит" регистраци паллисене парассипе çыхăннă административлă процедурăсен шутне те чылай чакарнă, ку ĕçсене Раççей Федерацийĕн тулашне каякан транспорт хатĕрĕсем тĕлĕшпе кăна тума палăртнă.

Регламента кĕртнĕ мĕн пур çĕнĕлĕхе шута илсен регистраци ĕçĕсене пурнăçламалли вăхăт виççĕрен пĕр сехет таран чакнă. Унсăр пуçне черетре кĕтмелли вăхăт та кĕскелмелле - 15 минут таран.

Пĕрлех Административлă регламентăн çĕнĕ редакцийĕ çухатнă /вăрланă/ патшалăх регистраци паллисем вырăнне çĕннисене хатĕрлемелли йĕркене те палăртать - халĕ вĕсен дубликачĕсене хатĕрлессине çирĕплетнĕ.

ЧР ШĔМĕн Патшалăх автоинспекцийĕн подразделенийĕсем пурте усă куракан Интернет сетĕнчи информаци тата телекоммуникаци технологийĕсемпе усă курса та автомототранспорт хатĕрĕсене тата вĕсен прицепĕсене регистрацилессипе, водитель удостоверенийĕсем, çул çÿревпе çыхăннă административлă правăна пăсни çинчен калакан кăтартусем парассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсене кÿреççĕ. Ыйтакансене электрон мелĕпе кÿрекен пулăшу ĕçĕсен лайăх енĕсен шутĕнче çаксене асăнмалла:

- граждансен тивĕçлĕ пулăшу ĕçне ыйтса çырмашкăн Патшалăх автоинспекцийĕн подразделенийĕсене кайса çÿремелле мар*

- патшалăхăн пулăшу ĕçĕсене ыйтса çырнипе пĕрлех кирлĕ документсен пуххине пама май пур*

- документсене электрон мелĕпе панă хыççăнхи ĕçсем çинчен туллин тата вăхăтра информаци, документсен пуххи тулли пулнине тата вĕсене тĕрĕс çырнине малтанлăха тишкернин кăтартăвĕсем, çавăн пекех документсен пуххине малтанлăха пăхса тухнă хыççăнхи ĕçсем çинчен уведомлени илме май пур*

- ыйтса çырнине тата документсен çирĕплетнĕ пĕтĕм пуххине электрон мелĕпе панă хыççăн заявителĕн вĕсене пăхса тухмалли вăхăт вĕçленсен /хирĕçлеме сăлтав çук чухне/ Патшалăх автоинспекцийĕн регистраци подразделенине патшалăхăн пулăшу ĕçĕпе тивĕçтернин кăтартăвне илме кăна, урăхла каласан автомототранспорт хатĕрĕсемпе тата вĕсен прицепĕсемпе регистраци ĕçĕсем ирттерме çеç пымалла.

Федераци, регион тата муниципалитет шайĕнчи пулăшу ĕçĕсемпе усă курма патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕнче регистрациленмелле: http:www.gosuslugi.ru. Çапла тумалли кĕске алгоритмпа пллаштарни вырăнлă-тăр: гражданин Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕ урлă /www.gosuslugi.ru/ порталăн уйрăм кабинетĕнче регистрациленет, унтан сноскăсемпе усă курса кирлĕ пулăшу ĕçне, ăна ăçта пурнăçлассине суйласа илет, кирлĕ реквизитсене çырать, ыйтăва ярса парать. Ăна пăхса тухнă хыççăн оператор заявителе ыйтăва йышăнни е йышăнманни çинчен пĕлтерет, йышăннă пулсан ыйтăва хăш кун тата хăш вăхăтра пăхса тухассине евитлет.

Порталпа усă курни сире автомототранспорт хатĕрĕсене тата вĕсен прицепĕсене регистрацилессипе çыхăннă ĕçсене Раççей ШĔМĕн Патшалăх автоинспекцийĕн кирек хăш регистраци-экзамен подразделенийĕнче пурнăçлама, транспорт хатĕрĕпе çÿреме ирĕк паракан водитель удостоверенине гражданин пурăнакан е пулнă вырăнта улăштарма май парать. Çав вăхăтрах вăхăт перекетленет, ĕç кунне планлама, патшалăхăн пулăшу ĕçĕсене кÿрекен органсен пÿлĕмĕсенче вăхăта сая ярасран сыхланма май пур.

Раççей ШĔМĕн Патшалăх автоинспекцийĕн http:21www.gibdd.ru сайчĕ урлă çул çÿревпе çыхăннă правăна пăснăшăн тÿлемен административлă штрафсем çинчен, шыраври транспорт хатĕрĕсем, çавăн пекех судсем, следстви, таможня, социаллă хÿтлĕх органĕсем е Раççей Федерацийĕн саккунĕсенче палăртнă тĕслĕхсенче ытти орган харпăрлăх правине улăштарма чарнă май регистраци ĕçĕсем тума юраман транспорт хатĕрĕсем пирки информаци илме пулать.

Палăртни вырăнлă: салукри транспорт хатĕрĕсемпе çыхăннă информацие хальхи вăхăтра çак сервис урлă илме май çук.

Раççей Федерацийĕнче çул çинче правăна пăснăшăн тÿлемен административлă штрафсем çинчен пĕлмешкĕн транспорт хатĕрĕн патшалăх регистраци паллин, ăна регистрациленин свидетельствин кăтартăвĕсене кĕртмелле, регистраци ĕçĕсем тума юраманни çинчен калакан информацие илме транспорт хатĕрĕн идентификаци номерне /VIN/ кĕртмелле, вăл çук пулсан - кузов е шасси номерне.

2013 çулта Патшалăх автоинспекцийĕ патшалăхăн пулăшу ĕçĕсем тĕлĕшпе 208 пин ытла ыйту йышăннă, çав шутра 39 пине яхăн - электрон мелĕпе. Çакна та каламалла: нумаях пулмасть Патшалăх автоинспекцийĕн кашни регистраци пунктĕнче, çав шутра республикăри районсенче черете электрон мелĕпе йĕркелемелли тытăма ĕçе кĕртнĕ. Унăн тĕллевĕ - патшалăхăн пулăшу ĕçĕсене кÿрессин пахалăхне лайăхлатасси. Çакă граждансем черетре кĕтессин вăхăтне чакарать.

Николай КОНОВАЛОВ ыйтса пĕлнĕ