Пахчара аванах Jсет

Тĕрлĕ ÿсен-тăран, пахча çимĕç ÿстерме юрататăп. Махорка çитĕнтересшĕн. Ăна мĕнле пăхмалла, усă курмалла-ши.

Людмила.
Патăрьел районĕ.

Махорка, табак ÿстересси ытти пахча çимĕçе ÿстерессинчен нимпех те уйрăлса тăмасть. Пуçтарса илнĕ хыççăн табак е махорка шăрши аван пултăр тесен ăна ятарлă майпа типĕтмелле.

Махорка, табакпа танлаштарсан, Раççейĕн мĕн пур тăрăхĕнче ÿсет. Табак ăшă климата юратать.

Килти пахчасенче Трапезонд 15, Трапезонд Кубанец сортсем аван ÿсеççĕ. Вĕсем 100 кунран пулса çитеççĕ. Тĕрлĕ климата хăнăхаççĕ. Табака та, махоркăна та калчапа çитĕнтерсе куçарса лартмалла. Ăна ака уйăхĕнче панчана е килти чечек куршакĕсене акмалла, ака уйăхĕн вĕçĕнче-çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче ирĕке куçарса лартмалла.

Махорка вăррине тăпрана 0,3-0,5 см акмалла, табака - 0,7-0,8 см. Вĕтĕ вăрăллăскерсене ытлашши шăварма юрамасть. Кашни кунах пĕчĕкшерĕн нÿрлетмелле. 4-5 лайăх çулçă тухсан калчана куçарса лартма юрать. Унччен эрне маларах махоркăна пиçĕхтерĕр. Сахалрах шăвармалла, куçариччен 2-3 кун пачах шăвармалла мар. Кунсерен кăнтăрла ирĕке тухса лартмалла. Куçарса лартиччен 2-3 сехет маларах тăпрана лайăх ислетмелле.

Махорка ÿснĕ чухне ăна ытти пахча çимĕç пекех пăхмалла. Çум курăкран тасатмалла, шăвармалла, кирлĕ тутлăхлă имлĕхсемпе апатлантармалла. Ăна помидора кирлĕ имлĕхсем юрăхлă. Шăварнă чухне ас тăвăр, ытлашши нÿрĕке махорка юратмасть. Чечеке каякан ÿсен-тăранăн тăррине татмалла, аякран тухакан хунавĕсене те иртмелле.

Махоркăна пулса çитсен пуçтарса илмелле. Çакна мĕнле пĕлмелле-ха. Çулçăсем хытнă, çăмăллăн хуçăлаççĕ, çĕрелле усăннă, махорка шăрши аванах туйăнать. Пуçтариччен 23 кун маларах унăн тунине çÿлтен пуçласа çĕртен 6-7 сантиметр çÿлерех çурмалла. Ĕçе çумăрсăр чухне пурнăçламалла. Ÿсен-тăран тунин диаметрĕ 1 см çеç е унран та пĕчĕкрех пулсан ăна çурмалла мар. Унтан махоркăна касмалла та çулçисем шаниччен çавăнтах хăвармалла. Шаннăскере вара сарайĕнче типĕтмелле. Ăна çулçисене варринелле туса çавралатса хурăр - ку махоркăна "техĕмлетме" кирлĕ. Çаврари çулçăсем кăштах хĕреççĕ, анчах вĕсен ăшши 35 градусран ан ирттĕр. Пĕр талăкран илмелле. Çак тапхăрта махорка çулçи хăмăртарах тĕслĕленет. Унтан махоркăна хĕвел лекмен вырăнта пĕчĕк çыхăсем туса кутăн май çакса 20-40 кун типĕтмелле. Махоркăпа çулçине, тунине е тунипе çулçине хутăштарса тураса усă кураççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.