Пахчаçăсем пуласса шанатăп

14 Ака, 2017

Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕнче нумаях пулмасть агрокласс уçăлчĕ. Николай Семенов агроном ирттерекен занятисене 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем юратса çÿреççĕ.

— Николай Семенович сад ĕр­че­тессишĕн тем тума та хатĕр, чăн-чăн фанат, мичуринец. Унăн пахчинче улма-çырла паракан мĕн тĕрлĕ йывăç-тĕм çук пулĕ. Иçĕм çырли сорчĕ кăна вун-вун. Питомникре улмуççи хунавĕсене вăрăран ÿстерет, çу уйăхĕчченех лайăх упранакан тата лутра çитĕнекен сапанпа сыпать. Çамрăк ăрăва та явăçтарать çак ĕçе. Теорие практикăра çирĕплетмесен усси çук тет, — вырăнти ăстаçă пуçарăвĕпе паллаштарчĕ райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Анатолий Егоров. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.