Пахча та тупăш кÿрет

«Сад-пахча çуркунне илемлĕ, — кăмăллăн калаçрĕ Владимир Ильин хăйĕн пахчипе паллаштарнă май. — Ун чухне пурте чечекре. Паллах, вăл кĕр мăнтăрĕпе те хăйне евĕр хитре, çимĕçпе пуян».

Темĕн тĕрлĕ йывăç хушшинче хама çăтмахри пекех туйрăм. Владимир Иванович каланă тăрăх — улмуççи çеç 16-20 сорт. Унсăр пуçне груша, сырлан, черешня, иçĕм çырли, хура хăмла çырли, кашкăр çырли /жимолость/… Вĕсем те тĕрлĕрен. Акă ремонтантлă хăмла çырли халĕ те хĕп-хĕрлĕ. Çимĕçĕ пуç пÿрне пысăкăш. Вăл та маларах 3-4 сорт пулнине пĕлтерчĕ пахчаçă. Халĕ «бриллиантовый» çеç юлнă. Паллах, тупăшне кура ĕнтĕ.

Йĕпреç районĕнчи Пучинкере пурăнакан Ильинсем пахча ĕçĕпе чылай çул аппаланаççĕ. Вĕсем улма-çырласăр пуçне пахча çимĕç те çитĕнтереççĕ. «Маларах арпуспа дыня та ÿстернĕ. Ачасем пĕчĕкрех чухне вĕсене юратса çиетчĕç. Халĕ урăх интерес: хунавсем сыпатăп, вĕсем еплерех çитĕннине сăнатăп, тĕпчетĕп. Çавăн пекех чечек те килĕштеретпĕр эпир», — терĕ кил хуçи.

Пахча ĕçне мĕнле пуçарнине аса илме ыйтрăм унран. «Совет самани арканма тытăннă вăхăтра ялта та çăмăл марччĕ. Нуша вĕрентрĕ пулĕ. Пилĕк ачана тăрантармалла, тăхăнтартмалла-çке. Эпĕ те пĕр вăхăт Мускавра ĕçлесе пурăнтăм. Ачасем ашшĕсĕр ÿсни чуна ыраттарчĕ. Çапла вара тăван тăрăхрах тымар яма шут тытрăм», — чунне уçрĕ арçын. Алă çавăрас, пурнăçа саплаштарас тĕллевпе мускусла йĕке хÿре /ондатра/ тирĕнчен çĕлĕк çĕленĕ вĕсем. Йышлă çемьене тытса тăма çăмăл мар çав. Вăл «модăран» тухсан урăх ĕçпе аппаланма тытăннă. Пуçра ăс пулсан алăра яланах ĕç пур. Халĕ ачисем хăйсем çемьеллĕ, ашшĕ-амăшне пулăшаççĕ. Çапах та чылай ĕçе Владимир Ивановичпа Надежда Михайловна пĕрле пурнăçлаççĕ. Туслă мăшăр вĕлле хурчĕ те тытать.

Кăнтăрта ÿсекен черешня кăсăклантарчĕ мана. Кил хуçи каланă тăрăх — пирĕн патра та аванах çитĕнет вăл. «Вăрăранах акса ÿстеретĕп, çырлине çуршар витре пуçтаратăп. Анчах тем çитмест ăна, хăрма пăхать», — пĕлтерчĕ ăста.

Тĕрлĕ хунава сыпма Канашра пурăнакан Григорий Андреевран вĕреннĕ вăл. Сăмах май, сакăр теçетке çулта пулсан та сад ĕçне пăрахмасть чăн-чăн «Мичуринец». Владимир Иванович ку ĕçе ачасене хăнăхтарнă. 4-5 вĕренекен кăсăкланнине палăртать. Ку тĕлĕшпе ял çыннисене те пулăшать вăл.

Ялта пурăнаканăн тĕрлĕ ĕçе хăнăхмалла. Çавна май Владимир Ильин чылай профессие алла илнĕ. Вăл слесарь те, сварщик та, вĕрентекен те. Паянхи кун ялти вăтам шкулта ачасене ОБЖ тата технологи вĕрентет.

Ильинсен хуçалăхĕнче тепĕр тĕлĕнтермĕш куртăм. Вьетнам сысни усраççĕ вĕсем. Чăпар тата хуп-хураскерсем ахаль сыснапа танлаштарсан тÿсĕмлĕрех иккен. Хĕлле те питех шăнмаççĕ, тип апатпа çырлахаççĕ, юр çиеççĕ. «Унăн сали тутлă», — терĕ ăна хакласа арçын.

«Хушма хуçалăх тупăш парать-и?» — ыйтмасăр чăтаймарăм унран. «Паллах. Выçă вĕлермест. Хăть мĕнле ĕçе те юратса пурнăçламалла. Ун чухне тупăш та, ÿсĕм те пулатех», — пĕтĕмлетрĕ шухăшне пахчаçă. Малалла вулас...

 

Валентина ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.