Пахча çимĕçе, улма-çырлана ăçта сутмалла?

16 Юпа, 2019

Унта ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Сергей Лисицын, инноваци, отрасль аталанăвĕ, çĕр ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Владимир Васильев, ЧР Апат-çимĕç фончĕн генеральнăй директорĕ Александр Богданов хутшăнчĕç.
Кăçал çут çанталăк ял ĕçченне кÿрентермерĕ. Нÿрĕк, ăшă çителĕклĕ пулнăран пахча çимĕç, çĕр улми, улма-çырла ăнса пулчĕ. Анчах ытлашши çимĕçе ăçта сутмалла? Яваплă çынсем республикăри хушма хуçалăх тытакансене, фермерсене пăшăрхантаракан ыйтусене хуравларĕç.
Канаш районĕнчи Олег Шпаков фермер «Наш сельхоз» сайт урлă ял хуçалăх продукцине тÿррĕн вырнаçтарма йывăррине пăшăрханса пĕлтерчĕ. Ял çыннине вăл сайтпа усă курма чăрмавлă-мĕн. ЧР Апат-çимĕç фончĕн генеральнăй директорĕ Александр Богданов ыйтăва хуравланă май РФ Ял хуçалăх министерстви йĕркеленĕ сайт 2016 çултанпа ĕçленине палăртрĕ. Фонд унăн тĕп операторĕ шутланать. Кашни районтах унпа ĕçлеме ятарлă çынсене вĕрентсе хатĕрленĕ. Вĕсем ял хуçалăх таварне туса илекенсене сайтра регистрациленме, усă курма пулăшаççĕ. Унсăр пуçне ЧР Апат-çимĕç фончĕпе те çыхăнса пулăшу ыйтма май пур. «Наш сельхоз» сайт урлă фермерсем, хушма хуçалăхсем, организацисем продукцие посредниксăр сутма-туянма пултараççĕ. Электрон площадки тĕнче рынокне çул уçать темелле. Хальхи вăхăтра унта республикăри 300 фермер регистрациленнĕ. Чăн та, Чăваш Енре 1 пин ытла фермер пулнине шута илсен сахалрах паллах.
Ял хуçалăх таварне туса илекенсен продукцине вырнаçтарассипе ЧР Апат-çимĕç фончĕ çуркуннех ĕçлеме тытăннă. Çурхи ака-сухара хуçалăхсене удобренипе, ГСМпа тивĕçтернĕ. Вĕсене тырăпа улăштарнă е пулас тухăç шучĕпе панă. Çакă фермерсемшĕн питĕ аван. Кăçал акă фонд хуçалăхсене хăйĕн таварне 100% аванс шучĕпе сутнă. Ăна вырăна çитерме техника та уйăрнă. Фермерсем фонда тырă, аш-какай, кишĕр, купăста, çĕр улми сутаççĕ. Ун валли районсенче пысăк складсем пур. Акă Çĕрпÿре кăна тырă — 15 пин, пахча çимĕç 600 тонна йышăнма пултараççĕ.
Элĕк районĕнчи Александр Петров фермера вара куçман пурлăх ыйтăвĕ, вăл юсакан ферма урăх алла куçма пултарасси хăратать. Кăткăс ыйтăва татса пама яваплă çынсем ăна ЧР Ял хуçалăх министерствине документсемпе çитме ыйтрĕç.
Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри Андрей Федоровича усламçăсем сĕте тĕрлĕ хакпа пуçтарни тĕлĕнтерет. «Ăна пĕр пек тума çук-ши?» — ыйтрĕ вăл. «Сĕт пуçтаракансем хака чĕр тавар пахалăхне кура палăртаççĕ. Организацисен сĕт пахалăхĕ лайăхрах. Хушма хуçалăхсен тĕрлĕ хутăш, шыв хушнăран, сивĕтменрен йÿнĕрех каять. Çапах юлашки вăхăтра хаксем хăпарса пыраççĕ. Иртнĕ çул çак тапхăрта 1 кг сĕт 16 тенкĕ пулнă, халĕ — 18,7 тенкĕ», — хуравларĕ Сергей Лисицын.
Шăмăршă, Шупашкар, Канаш районĕсенче пурăнакансем ăнса пулнă пахча çимĕçе, çĕр улмине ниçта сутайманнине пăшăрханса пĕлтерчĕç. «Унччен улма-çырла тирпейлекен предприятисем пулнă. Вĕсене тепĕр хут уçма çук-им?» — кăсăкланчĕç вĕсем. Сергей Лисицын кĕркунне-çуркунне йĕркелекен ял хуçалăх продукцийĕн ярмăрккисенче те сутма сĕнчĕ. Канмалли кунсенче суту-илÿ вырăнĕсемпе тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Унсăр пуçне «Регионти ял хуçалăх таварне туса илекенсен ассоциацийĕ», «Наш сельхоз» электрон площадки урлă посредниксăр сутма пултараççĕ. Чăвашпотребсоюз та халăхран улма-çырла пуçтарать. Анчах вĕсене пахи, пĕр пек сортли кирлĕ. Союзăн районсенче те хатĕрлев кантурĕсем пур. Комсомольски районĕнчи «Кооператор» предприяти те чĕр тавар йышăнать, тирпейлет. Вырăнсенче пуçаруллă çынсем ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем йĕркелени çивĕч ыйтăва татса пама пулăшĕ. Ăнăçлă ĕçлесе пыракан кооперативсем пур. Сăмахран, Элĕк тăрăхĕнчи «Перспектива» кооператив.
Продукцие сутма, ярмăрккăсене хутшăнма вырăнта туса илнине çирĕплетекен справка кирлине те палăртрĕç яваплă çынсем. Ăна вара ял тăрăхĕнчен илмелле.
«Тÿрĕ линири» ытти ыйту хуравĕпе «Хыпар» хаçатăн эрнекунхи кăларăмĕнче тĕплĕнрех паллаштарăпăр.
Лариса НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.