Пахалăхлă çулсем сарма май килĕ-и?

24 Çу, 2017

«Приложение силы» телепрограммăн черетлĕ кăларăмне республикăри çул-йĕре халаллĕç. Вăрах вăхăт тытăнса тăтăр тесен çула мĕнле сармалла? Подрядчиксен яваплăхне ÿстерме май килĕ-и?

Раççей журналисчĕ, Раççей общество телекуравĕн регионти хыпарлав дирекцийĕн ертÿçи Сергей Ломакин кăларăма хутшăннă экспертсемпе пĕрле çак тата çул-йĕр çинчи инкексен шутне чакарассипе çыхăннă ыйтусен хуравне шырĕ. Çивĕч темăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕпе Владимир Ивановпа, «Воддорстрой» компани директорĕпе Анатолий Федоровпа, Чăваш Енри ШĔМ çумĕнчи Общество канашĕн членĕсемпе Дмитрий Прокошенковпа тата Альберт Ильинпа, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн хими-фармацевтика факультечĕн деканĕпе Олег Насакинпа пĕрле сÿтсе явĕ.

Кăларăма «Россия-1» телеканалпа регион эфирĕнче — çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче 9 сехетре, «Россия 24» телеканалпа — çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче 19 сехетре кăтартĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.