Пахалăха кура тÿлеççĕ-и?
«Хыпарăн» апрель уйăхĕн 17-мĕшĕнчи номерĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнь ял тăрăхĕн депутачĕн Иван Никифоровăн çырăвĕ пичетленчĕ. Вăл килти хуçалăхсенчен пухакан сĕт хакĕ кăçалхи виçĕ уйăхра пĕлтĕрхи çав хушăринчен темиçе тенкĕ йÿнĕрех пулнăшăн тарăхать. Ăна Хĕрлĕ Чутай районĕнче çеç мар, республикипех чакарчĕç. Мĕншĕн? Ялхуçалăх министерстви «Хыпарта» е телекурав-радио урлă халăха ăнлантарса парсан лайăхчĕ.
Çавăн пекех автор сĕт хакĕ кашни икĕ эрнерен йÿнелнĕшĕн пăшăрханать. ЧР Пуçлăхĕ ăна продукци пахалăхне кура ÿстерме тĕллев лартрĕ. Анчах вăл пурнăçланмасть. Паха сĕт сутакансене те, начаррине паракансене те пĕрешкелех тÿлеççĕ.
Килĕшетĕп И.Никифоров ветеранпа. Сĕте ваккăн сутса тăвакан тупăшăн 50% - ăна туса илекене, 38% - сĕте тирпейлекене, 12% суту-илÿре юр-вар сутакана тÿлемелле. Раççей тулашĕнчи çĕршывсенче сĕтрен куракан услама тахçанах çапла пайлаççĕ. Пирĕн çĕршывра мĕншĕн çав шайлашупа валеçмеççĕ?
Сутлăх хака пĕлтерсе тăрса «Хыпар» тĕрĕс тăвать. Ăна чакарнă предпринимательсен хушамачĕсене пичетлет. «Хыпар» журналисчĕсем ĕне усракансене хÿтĕлени куçкĕрет. Тавах сире çăмăл мар çак ĕçшĕн!
Хальхи вăхăтра хам çуралса ÿснĕ Шупашкар районĕнче кашни литр сĕте 14 тенкĕлле çеç йышăнаççĕ. Пĕлтĕрхи çулла чи йÿнĕ хак 11 тенкĕ юлчĕ. Мĕнле те пулин кăçал çав шая антарас марччĕ. Иртнĕ çулхи пекех тÿлесен лайăх продукци паракансемпе пахалăха кура татăлатпăр тесе калаçни пустуях мар-и?
Михаил КАРПОВ.
Комментари хушас