- Чăвашла верси
- Русская версия
Паха сĕтĕн хакĕ пысăк Пĕр турапа турасан
«Сĕт туса илесси çулталăкĕпех тупăш илме май паракан тухăçлă отрасль шутланать. Анчах вăл лайăх ĕçлетĕр тесен рынока та хутшăнакансен - сĕт пуçтаракансен тата тирпейлекен организацисен - хăйсен хушшинче пĕр-пĕриншĕн усăллă вăрах хутшăнусем йĕркелемелле», - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран.
Ял çыннине мĕн калаçтарать паян? Сĕт хакĕ! Хушма хуçалăх вун-вун çемьешĕн тĕп тупăш çăлкуçĕ пулса тăчĕ. Ялхуçалăх организацийĕсем арканнă май нумайăшĕ ĕçсĕр юлчĕ. Вăйпиттисем ирĕксĕрех пысăк хуласене çул тытрĕç. Анчах ватăрах çынсен, хĕрарăм¬сен вырăнтах укçа ĕçлесе илмелли çул-йĕр шырамалла. Хушма хуçалăх вĕсемшĕн чăн-чăн пулăшу. Çемьене выçă та, ĕçсĕр те лартмасть. Çичĕ хут тар кăларса тунă укçан кашни пусĕ шутра вĕсемшĕн. Тупăш вара сĕт хакĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Пĕлтĕр халăхран сĕт литрне 17-18 тенкĕпе йышăнни ялсенче ĕнесен йышне палăрмаллах ÿстерчĕ. Кăçал шел те, хак палăрмаллах чакрĕ. Сăлтавĕ тĕрлĕрен: çу кунĕсенче чĕртавар нумаййи, пахалăх тивĕçтерменни тата ытти те. Çапах хак йĕркелекенĕ - чĕртавар тирпейлекен предприяти. Завод тунă хак çумне сĕт пуçтаракан хăйĕнчен хушать е чакарать. Мĕн тăвас тетĕн, вĕсен те тăкаклă ĕçлес килмест. Пĕр енчен уйрăмлăх пысăк мар темелле, 1,5-2 тенкĕ, анчах çынсемшĕн вăл та сисĕмлĕ.
Ялхуçалăх организацийĕсенчен хаклăрахпа сĕт йышăнни пахалăхпа та çыхăннă. Фермăсене сĕт пăрăхĕсем вырнаçтарнă май лару-тăру палăрмаллах улшăннă. Паха чĕртаваршăн заводсем ытларах та тÿлеме хатĕр.
Ял çынни сутакан сĕт тивĕçтерменнипе хăш-пĕр завод ăна йышăнма пăрахнă ĕнтĕ. Тупăш ытларах илме хăтланса сĕте шыв, çăнăх хушакансем те пур-ха. Пĕр вараланчăк ĕне кĕтĕве пăсать тенĕ. Вĕсемшĕн ыттисем айăплă-им? Пурне те пĕр турапа турани - паха сĕтшĕн хушса тÿлеменни - пăшăрхантарать. Ĕçленине, тăрăшнине кура ытларах илес килет çав.
Сĕт туса илекен килти хушма хуçалăхсемпе, вĕсем паракан сĕт пахалăхне шута илсе, тÿлесе татăлмалли тухăçлă тытăма 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен туса хума хушнă çырура. Пысăк хуçалăхсемпе сĕтшĕн тÿлесе татăлнă чухне çавнашкал тытăмпа тахçанах усă кураççĕ. Апла хушма хуçалăхсемпе çĕнĕлле ĕçлеме мĕн чăрмантарать? «Ку ыйтура тĕрĕслĕхе уççăн палăртмалла тата тĕрлĕ формăллă хуçалăхсене тытса пыма пĕр пек лайaх майсем туса памалла», - палăртнă Михаил Васильевич.
Çĕнĕлле ĕçлемелли тапхăр çывхарсах килет. Çĕнĕ сывлăш вĕрме тытăнни сисĕнет темелле. Сĕт тирпейлекенсем, пуçтаракансем тинех килĕшÿсем тума пуçларĕç. Чылай çĕрте сĕт пахалăхне тĕрĕслесе йышăнаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан пăр вырăнтан тапраннă темелле. Анчах ырă пуçарăва хăшĕ-пĕри хăйне майлă ăнланни те сисĕнет-ха.
Кушака - кулă, шăшие - вилĕм
Канаш районĕнчи Вăтапуçĕнче пурăнакансем те çĕнĕлĕхе савăнсах йышăннă. «Тинех йĕркеллĕ тÿлеме тытăнĕç», - тенĕ çынсем. Ку тăрăхра сĕт пуçтаракан «Молочный двор - Канаш» кооператив та халăхпа вăрах вăхăтлăх килĕшÿ тума хирĕçлемен. Пĕр лăпкă кун чĕртавар сутакансене килĕшÿ хучĕсене валеçсе панă, алă пусма ыйтнă. Çынсем унта çырнине вуласан тĕлĕннипе шак! хытнă. Кооператив ял çыннисенчен мар, пĕр-пĕр пысăк фермăран чĕртавар йышăнать тейĕн. Вăхăтра тата документра палăртнă чухлĕ сутаймасан кашни литрĕшĕн 50 процент штраф тÿлемелле-мĕн.
- Ĕнен чирлесси, сăвăм чакасси те пулать. Е сасартăк сутса ярсан? Мĕншĕн пĕр çынна пуйтарассишĕн кăна килĕшĕве йы¬шăнмалла? - тĕлĕнеççĕ Вăтапуçсем.
Ял тăрăхĕн кантурне пуçтарăннă çынсем сăмахне çирĕплетме çамрăкраххине тĕлĕнтермĕш документ патне те чуптарчĕç. Чăн та, килĕшÿ пĕр енлĕн кăна пулса тухнă темелле. Вăл кăçалхи апрельтен пуçласа декабрьччен вăйра тăнине шута илсен ирĕк¬сĕрех шухăша каятăн. Ара çак тапхăрта хушма хуçалăхра, çемьере тем те сиксе тухма пултарать. Сĕт юр-варĕ çемьере те кирлĕ. Документ тăрăх вара хуть çурăлса кай, килĕшÿре кăтартнă чухлĕ чĕртавар сутмаллах. Уçламçăсем пĕр-пĕриншĕн усăллă вăрах вăхăтлăх хутшăнусем тăвас вырăнне халăхран татах сăптăрма хăтланнăн туйăнать. Сăмах май, ЧР ялхуçалăх министерстви килĕшĕвĕн проектне сĕт пуçтаракансем патне çитернĕ. Унта кашнин интересне шута илме тăрăшнă. Документа тĕпе хурса ĕçлеме пуçлас вырăнне усламçăсем ăна хăйсене «юрăхлă» тÿрлетнĕ.
Вăтапуçĕнче 380 яхăн кил. Кĕтĕве 160 ĕне тухать.
- Ĕнесен йышĕ чаксах пырать, сĕт йÿнĕ, выльăх-чĕрлĕх тытма чăрмавлă, - каласа параççĕ çынсем. - Халĕ литрне 12 тенкĕпе çеç йышăнаççĕ. Çак вăхăтрах хăшĕ-пĕри вара 13 тенкĕпе пуçтарать. Ăçта тĕрĕслĕх?
- Нумай пулмасть Янкăлч ял тăрăхĕнчен пуçтарнă сĕтпе çула тухрăм - хак мĕнле йĕркеленнине тишкерме. Халăхран 13 тен¬кĕпе ?литрĕ% пуçтарнă сĕте тирпейлекен организаци 15-пе йышăнчĕ. Куратăр, пуçтаракансене ытлашши юлмасть те. Йăлтах заводран килет, вăл хак тăвать. Етĕрнери сĕт завочĕ, халăхран йышăнма пăрахнă. Чаплă оборудование пахалăхсăр чĕртаварпа юрăхсăра кăларасшăн мар. Çавăнпа лайăх сĕт сутма тăрăшмалла, вара хакĕ те пулĕ, - терĕ Канаш район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Валерий Никоноров.
Вăтапуçне çитнĕ район ертÿçисем сĕт пуçтаркансемпе пухăнса çивĕч ыйтăва хускатнине пĕлтерчĕç-ха. Шел, пайтаçăсен хăйсен саккунĕ çав, çÿлтен каланине пăхăнсах каясшăн мар.
- Вырăнтах ялхуçалăх кооперативĕсем йĕркелемелле. Шанчăклă çынпа хăвăра та çăмăлрах пулĕ. Янкăлчра тахçанах ялху¬çалăх кооперативĕ ĕçлет. Халĕ сĕт сутакансем те кооператив членĕсем шутланаççĕ, - пĕлтерчĕ Канаш район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Егоров. - Килĕшÿ икĕ еншĕн те усăллă пулмалла, ăна пĕрле пăхса тухса йышăнмалла.
Тĕрĕс сăмахсем темелле, анчах услам¬çăсен хăлхине кĕрĕ-ши вăл? Халăхпа тĕлпулса калаçма, ăнлантарма та кăмăл туман вĕсем. «Килĕшÿ пирки ăнлантарса пама ыйтрăмăр, кăлăхах. Пирĕн çине кăшкăрса кăна тăкрĕ», - тарăхса пĕлтереççĕ Вăтапуçсем.
Район ертÿçисемпе тĕлпулăва çамрăксемпе вăйпиттисем те çитнĕччĕ, шел, вĕсене кооператив йĕркелесси кăсăклантармарĕ темелле. Яваплăха хăй çине илсе ял бизнесне пуçарса ярас текен тупăнмарĕ - тен, хальлĕхе «пиçсе» çитеймен? «Халиччен килĕшÿсĕр ĕçлесе пурăннă, мĕн тума вăл пире?» - текенсем те тупăнчĕç.
Пĕр районта та сĕт тĕрлĕ хакпа йышăнаççĕ иккен. Халăхран литрне 13 тенкĕпе туянакан та пур. Шывпуçа ир-ирех чĕртавар пуçтарма килекенни хаклăрахпа илет, каярах юлса çитни - йÿнĕрехпе. «Кашниех сĕт сутассишĕн 4-5 сехетрех тăрасшăн мар», - ăнлантарчĕç сăлтавне. Ирхи кайăк тутă пулнă тенĕ çав.
- Мĕн вĕсен куçĕнчен пăхса лармалла. Ура утнă чухне хамăрăнах сутмалла, - пÿлчĕ пухăннисене ватăрах арçын. - Хĕрĕм ĕçсĕр юлсан сĕт сутма пуçларĕ. Канаша та кайса килет. Куллен 1-1,5 пин тенкĕ тăвать.
Ăна хирĕçлекен пулмарĕ. Чăн та, хамăр тăрăшмасан, никам та урлă выртакан тăрăх çавăрмĕ. Çавăрсан та ураран çеç ÿкерĕ.
Комментари хушас