Пациентсем кăмăллă

23 Чÿк, 2016

«Пациент ырлăхĕшĕн» проектпа килĕшÿллĕн Хулари тĕп больницăра чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пациентсемпе тĕл пулчĕ.

Сăмах май, асăннă учрежденишĕн ку пулăм — проектăн иккĕмĕш тапхăрĕ. 2015 çулхи раштав уйăхĕнчи пĕтĕмĕшле тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн сыватмăш коллективĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессин пахалăхне ÿстерес тата поликлиника ĕçне оптимизацилес енĕпе сĕнÿсем йышăннăччĕ. Ку хутĕнче Алла Самойлова учрежденин кăçалхи ĕçне хакларĕ.

Министр палăртнă тăрăх — «Пациент ырлăхĕшĕн» проектпа килĕшÿллĕн палăртнă тĕллеве сиплевçĕсем пурнăçланă. Пациентсен шухăшĕпе — пуçламăш сыпăкри врач йышăнăвне çырăнма халĕ чылай ансатрах. Call-центр пулăшнипе вĕсем регистраципе пĕр хут шăнкăравласах çыхăнма пултараççĕ. Унсăр пуçне регистраторсем те кăмăллăн калаçаççĕ. Шăнкăравласа илейменнисен хисепĕ икĕ хута яхăн сахалланнă, йышăнăва Интернет урлă çырăннисем вара йышланнă.

Тухтăр йышăнăвне кĕтмелли черет кĕскелнĕ пулин те ку ыйтăва туллин татса панă теме иртерех. Пациентсенчен хăшĕ-пĕри палăртнă вăхăт тĕлне пыманни те пулать, медицина ĕçченĕсем те йышăну графикне тепĕр чухне пăхăнмаççĕ. Министр шухăшĕпе — асăннă ыйтăва ăнăçлă татса памашкăн пулăшу кĕтекенсен те, сиплевçĕсен те яваплăха ÿстермелле.

Алла Самойлова тухтăрсен йышăнăвĕнчен тулли кăмăлпа тухнă пациентсем йышланнине, хутшăнура тÿрккеслĕх тĕслĕхĕсем сахалланнине, медицинăн тÿлевлĕ пулăшăвĕпе усă курма сĕнни чакнине палăртрĕ.

Пациентсем вара хулари тĕп больницăн сиплевçисене пахалăхлă пулăшупа тивĕçтернĕшĕн тав тăваççĕ.

«Эпир «Пĕрле утатпăр» проекта хутшăнатпăр. Врачсем хăйсен кăнтăр апачĕн вăхăтне шеллемесĕр кашни юнкун пирĕнпе пĕрле уçăлса çÿреме тухаççĕ. Çак хушăра вĕсем чир-чĕртен мĕнле упранмалли пирки ăнлантараççĕ. Кĕçех скандинавсен уттипе сывлăха çирĕплетме тытăнатпăр», — палăртрĕ вĕсенчен пĕри.

«Пире, варфаринпа сипленекенсене, тухтăрсем маларах çырăнмасăрах йышăнаççĕ. Кардиолог пациенчĕсене ăнланса пулăшса пынăшăн тав тăватпăр», — терĕ Федор Эльгер.

«Сад» микрорайонта пурăнакансем çĕнĕ поликлиника уçăлнипе уйрăмах кăмăллă. «Пÿлĕмсенче хăтлă та меллĕ, специалистсем çителĕклĕ. Стоматологи поликлиники те çывăхрах. Тавах пулăшупа хамăр патрах тивĕçтернĕшĕн», — теççĕ вĕсем.

Çав кунах Алла Самойлова министр Хулари тĕп больница коллективĕпе тата ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕсемпе канашлу ирттерчĕ.

Больницăн тĕп врачĕ Ирина Ефимова «Пациент ырлăхĕшĕн» проектăн пĕрремĕш тапхăрĕнче панă сĕнÿсене пурнăçланипе паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх — терапевтсен тухса çÿрекен бригадине йĕркелени тата пациентсене маларах çырăнмасăр йышăнма тытăнни пĕтĕмĕшле практика врачĕсен амбулатори тытăмĕнчи «тиевне» палăрмаллах çăмăллатнă. Медицина сестрисен посчĕ пĕтĕмĕшле практика врачĕсене чăрмантармасăрах чылай ыйтăва татса пама пулăшать. Уçă алăксен кунĕсенче поликлиникăна пыракансен йышне тишкерни пациентсен йышĕ чакса пынине çирĕплетет, çакă медицина пулăшăвне тивĕçмешкĕн ансатрах пулнипе çыхăннă.

Министерствăн штатра тăман специалисчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх — «Пациент ырлăхĕшĕн» проектăн пĕрремĕш тапхăрĕнче асăрхаттарса хăварнисене коллектив пурнăçланă.

Валентина СМИРНОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.