ОСК йышĕ çĕнелнĕ

16 Чÿк, 2016

Авăн уйăхĕнче ЧР Общество сăнав комиссийĕн виççĕмĕш йышĕн полномочийĕсен вăхăчĕ вĕçленнĕ.

Саккунпа килĕшÿллĕн Чăваш Енри ирĕклĕхсĕр хăвармалли вырăнсенче граждансен прависене пăхăннине сăнаса тăракан ОСК членĕсем пулма çĕнĕ кандидатсене пухнă.

Йыш туллин çĕнелнĕ теме те юрать. Унчченхи членсенчен комиссире унăн председателĕ пулнă Ирина Булыгина çеç юлнă. Çак кунсенче ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков /сăнÿкерчĕкре — сулахайра/ ОСКн çĕнĕ членĕсене мандатсем панă, право хÿтĕлевĕн ĕçĕнче пуçаруллă пулма, ăнăçусем суннă. Комиссин тăваттăмĕш йышне Сергей Самостюк ертсе пырĕ. Комиссире çавăн пекех — Алексей Абукин, Ольга Абукина, Илья Алексеев, Кирилл Лукин, Татьяна Николаенко. Çитес çул пуçламăшĕнче йыш хушăнĕ — ОСК членĕсене татах суйлĕç.

К.НИКОЛАЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.