ОРГАНИЗМА ÇИРĔПЛЕТЕТ

10 Çурла, 2016

Эхинацея çулçине, чечекне, тунине — çулла ÿсен-тăран çеçкене ларсан, тымарне хура кĕркунне пухса типĕтеççĕ.

Унран хатĕрленĕ препаратсем бактерисене, шыççа хирĕçле витĕмпе палăрса тăраççĕ. Организмăн хÿтлĕх хăватне вăйлатаççĕ, иммун тытăмне çирĕплетеççĕ. Чĕрĕ чечекĕн сĕткенĕ сурана хăвăртрах ÿт илме пулăшать.

Шăнса пăсăлсан, вирус инфекцийĕнчен

Ÿсен-тăранăн вĕтетнĕ 1 апат кашăкĕ тымарне 1,5 стакан шыва ямалла. Шыв мунчинче 30 минут пиçĕхтермелле, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Хырăмлăх язви вĕрĕлсен

1 чей кашăкĕ типĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 20 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс — икĕ эрне.

Иммун тытăмĕ валли

  •  Эхинацейăн типĕ курăкне çăнăх пуличчен вĕтетмелле, пĕр виçепе пылпа хутăштармалла. Пăрçа пысăкăш çаврашкасем йăваламалла. Вĕсене кунне 2-3 хут чейпе сыпса пĕрер-икшер çимелле. Курс — 2 эрне.
  •  2 чей кашăкĕ курăка тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 1 стакан темиçе сăтăрккăпа ĕçмелле. Курс — 2 эрне.
  •  

Шăк-арлăх тытăмĕ шыçсан, ар парĕн аденоми

Вĕтетнĕ 1 пай эхинацея курăкне 10 пай шурă эрехе ямалла. Тĕттĕм вырăнта 10 кун лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 30-шар тумалам ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Юрамасть

Эхинацея прпарачĕсемпе аутоиммун чирĕсемпе, аллергипе, аталансах пыракан туберкулезпа, лейкозпа, коллагенозпа, сапаланчăк склерозпа, ревматоидлă артритпа, ревматизмпа, тĕвĕллĕ полиартритпа аптракансен, ача кĕтекен хĕрарăмсен сипленме юрамасть.

Сăмах май

Халăхра эхинацейăна юна тасатакан теççĕ. Унран хатĕрленĕ препаратсемпе АПШпа Европăри çĕршывсенче çĕр çул ĕнтĕ анлă усă кураççĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.