Орфографи, ай, калаçтарать!

28 Çĕртме, 2016

Нумаях пулмасть редакцие паллакан çыравçă кĕрсе тухрĕ. Сĕтел çинче выртакан хаçат купине курсан вăл сӳрĕккĕнреххĕн сăмах пуçарчĕ:

- Тахçанах пулать чăвашла вуламанни, мĕн çыраççĕ хаçатсем?

Тăван чĕлхепе хаçат-журнал çырăнса илме ăна арăмĕ чарать иккен. Шалкăм çапасран е пĕр-пĕр инфаркт ярса илесрен питĕ асăрханас пулать. Юн пусăмĕ ытла та хăвăрт хăпарса кайсан çапла çав, эмел ĕçсен аран-аран лăпланатăн.

- Хальхи правилăсемпе çырнă статьясене вуласан хам сисмесĕрех шурса-кăвакарса каятăп иккен. Юри йĕкĕлтесе, пăсса çырнă пекех туйăнать. Эх, мĕнле чăтать мăнтарăн чăваш чĕлхи! – тет çыравçă ассăн сывласа.

Темле çын та пур иккен тĕнчере: хăшĕсем сăмахсене хирсе, шухăша пăтратса çырма хистекен правилăсене ниепле те хăнăхаймаççĕ. Эпир вара, кашни кун текстпа айкашакансем, алă сулнă: хăтланччăрах! Юлашки вăхăтра хаçат-журналсен тиражĕсем чакса кайнине тăван чĕлхепе вулама кансĕрленсе çитнипе те ăнлантарма пулать. Ушкăнпа алă пуснă вуншар çыру пичетленчĕ, пухусемпе çавра сĕтелсем кĕрлерĕç – итлекен пулмарĕ. "Чĕлхе саккунĕсене уямасăр палкатăр эсир", – тесе пăрăнса утатчĕç капашсăр шултăра ученăйсем. Сĕтĕрекен вăкăра чарма хăтланнă пекех пулчĕ çакă, уйрăм çырма юратакансем пушшех те каçăхса кайса тăван сăмаха "ваклама" тапратрĕç.

Анчах юлашки вăхăтра "пăр тапранни" сисĕнчĕ. Чăваш чĕлхин комиссийĕ çумĕнче орфографи айкомиссийĕ туса хучĕç, ăна ним айлатмасăрах Петĕр Яковлев сăвăç тата чĕлхеçĕ ертсе пыма пуçларĕ. Çак ыйтупа темиçе çул пыракан "вăрçа" чарса лартмаллине палăртрĕ вăл. Правилăсене саплăк лартса улăштарса пынин усси çукки пирки те асăнчĕç, унти "идиотизмсене" пĕтерес тесен кашни параграфа çĕнĕрен пăхса тухса çирĕплетмелле, çиччĕ виçсе пĕрре касмалла. Ытти тĕрĕк чĕлхисенче йывăр ыйтусене мĕнле татса панине уçкаласа пăхни те ытлашши пулмасть. Сăмахран, турккăсем пире хытă тавлаштаракан йывăрлăха акă епле татса панă: хурчкасăмси сăмаха вĕсем икĕ тĕрлĕ çыраççĕ иккен, "хĕскĕч, плоскогубцы" пĕлтерĕшлĕ чухне - пĕрле, çăткăн кайăк сăмсине пĕлтернĕ чухне - уйрăм. Пирĕн чĕлхеçĕсем унашкал тата ытти правилăсем тума темшĕн ӳркенеççĕ, палăрнă профессорăн сарлака çуначĕ айне ялан пытанасшăн вĕсем.

Хушса тӳрлетнĕ орфографи правилисем кун ячĕсемпе тавралăх енĕн ячĕсене тата хăнăхнă сăмахсене пĕрле çырма хушаççĕ: тунтикун, çурçĕр, арçын, амаçури, тумтир, хĕрупраç тата ыт. Хăй пĕлтерĕшлĕ сăмахпа пулăшу пĕлтерĕшлĕ сăмах çумне сăмах улăштаракан тата сăмах тăвакан аффикссем хутшăнма пултараççĕ. Сăмах улăштаракан аффикслисене уйрăм çырмалла ?ним маршăн ан кӳрен%, сăмах тăвакан аффикслисене пĕрле çырмалла: пĕрпеклĕх, тасамарлăх тата ытти те.

Орфографи словарĕнчи çыракана апла та, капла та "сулланма" ирĕк паракан "çăлтăрсене" пĕтерме, палăртнă сăмахсене ытларах пĕрле çырма кирлине те асăрхаттарчĕ хайхи айкомисси. Тĕп вырăнта çырма çăмăл пулни мар, шухăша тĕрĕс калама май пани пулмалла тесе асăрхаттарчĕç.

Анчах уйрăмах тавлашуллă ыйтусенчен темшĕн тарать айкомисси: куççуль, арçури, хĕрупраç йышши сăмахсене çаплах сăмах майлашăвĕ тесе палăртать ?пĕрле çырма ирĕк парать пулин те%, утмăлтурат, питçăмарти йышши сăмахсене сăмах майлашăвĕ тесе уйрăм çырма хушать. Ĕç каплах кайсан сăх сăхса кĕл тумалли анчах юлать, урăх никама та шанмалли çук.

Ларăва ертсе пыракансем килĕшӳлĕх шырани те палăрчĕ. Анчах пурне тивĕçтермеççĕ иккен сĕннĕ параграфсем. Ю.М. Виноградов чĕлхеçĕ, сăмахран, кун ячĕсене пĕрле çырасси пирки сăмах тухсан сиксе тăрса килĕнчен хатĕрлесе килнĕ хутсем валеçсе пачĕ. 1907 çулта "Хыпар" хаçат вырсарни кун тесе çырнă иккен, апла халĕ те ун пек çырмалла! Авалхи хаçатсенчен вĕренмелли нумай çав. Шыракан тупать. Мĕншĕн тата "АПРЪЛЬ-22, ернере пĕрре тухакан хаçат №13" тесе çырас мар? Аптранă енне сăмахсене этимологине кĕрсе кайса пайлама пуçларĕç. Кама тата мĕн тума кирлĕ ку? Хăш-пĕрисене эпир нихçан та йăнăшмастпăр, чăваш халăхне малашне йăлт çĕнĕлле çыртаратпăр тесе кăкăр çапма-ши?

А.П. Леонтьев журналиста та килĕшмеççĕ çӳлерех асăннă сĕнӳсем. Юлашки вăхăтра вăл кирек мĕнле сăмаха та хăй миçе çул "Хыпар" издательство çуртне ертсе пынине аса илтернинчен пуçлаканччĕ. Хальхинче те çак йăлана пăсмарĕ. Ку анчах та мар, Аслă Канаш тавлаштаракан правилăсене вăл сĕнмен пулсан йышăнатчĕ-и? "Мĕншĕн вырсарникун, хĕвелтухăç йышши сăмахсене уйрăм çырсан лайăхрах? Мĕншĕн тесен эпир вĕсене çапла çырнă". Мĕн тери вăйлă аргумент!.. "Ретроградсем 10-12 çынран ытла мар, вĕсем тĕрĕс мар ĕç тăваççĕ, пире, ăс-хакăл çулпуçĕсене, малалла кайма чăрмантарса пыраççĕ", – палăртрĕ юлашкинчен яланах тĕрĕс çулпа утакан юлташ.

Мĕн калас, йывăрпа çырăнать тĕрĕсçыраслăхăн çĕнĕ йĕрки. Çавăнпа Г.А. Дегтярев чĕлхеçĕ хăпăл-хапăл мар, альпинистсем пек пĕчĕккĕн çӳлелле хăпарса пыма сĕнчĕ: аялалла персе анас мар тесен вĕсем пĕр хăлаç хăпараççĕ те лайăх çирĕпленсе лараççĕ. Ку сĕнӳ нумайăшне çырлахтарчĕ.

Çĕнĕ орфографи словарĕ тума каллех Ю.М. Виноградов чĕлхеçе хушса хăварчĕç. Анчах тем патне килсе тухмăпăр-ши каллех? Ку пĕччен тумалли ĕç мар, орфографине мĕнпе пуçса çимеллине чухлакан пĕр ла-айăх юлташ тупса парасах пулать Юрий Михайловича.

"1960 çулсенче йышăннă правилăсем чи ăнăçлă пулса тухнă, çавна тĕпе хурса малалла каяс пулать", – текенсем те пулчĕç айкомисси ларăвĕнче. Тĕрĕсех-ши çакă? Ун чухне те вăрăмтуна, утмăлтурат, тĕкĕлтура тата ытти сăмахсене уйрăм çырни кулăшла пулса тухнă пирки Мускаври хаçатсенче фельетон кăларсах шавланă. Лайăх шутлас пулать. Каллех пыйтине тарăхса кĕрĕкне вутта пăрахса çунтарнă пек пулса ан тухтăрччĕ.

В. АЛЕКСИН

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.