Оперетта фестивалĕ

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ хăйĕн пултарулăх сезонне Оперетта фестивалĕпе вĕçленине куракансем хăнăхнă ĕнтĕ. Çавăнпа çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче ăна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Кăçал вăл çĕртме уйăхĕн 27-30-мĕшĕсенче иртĕ. Музыкăна кăмăллакансем виçĕ каç унăн тыткăнĕнче пулĕç. Виçĕм кун вăл И.Кальманăн «Сильва» опереттипе уçăлчĕ. Эдвин партине Коми Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Шупашкар публикин тахçанхи тусĕ Михаил Журков юрларĕ.

Ĕнер вара Мускав патшалăх академи оперетта театрĕн солисчĕсем савăнтарчĕç. Раççей тава тивĕçлĕ артистки Светлана Криницкая тата Петр Борисенко И.Штраусăн «Летучая мышь» опереттинче Розалиндăпа Генрих партийĕсене шăрантарчĕç. Орловский кнеç партине хальхинче те Михаил Журков юрларĕ.

Ыран вара фестиваль гала-концертпа хупăнĕ. Унта куракансем килĕштерекен опереттăсенчи чи паллă арисемпе ансамбльсем пулĕç.

Надежда СМИРНОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас