Операторăн абонента пĕлтермелле

Карас телефонĕ çине реклама яраççĕ, тĕрлĕ информаци сĕнеççĕ, кайран абонентпа килĕшсе татăлмасăрах счетран укçа илеççĕ. Çакнашкал хутшăнусене çыхăну операторĕпе мĕнлерех йĕркелеççĕ?

Роскомнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕнче пĕлтернĕ тăрăх - çыхăну операторĕн абонента пулăшу ĕçĕсен тарифĕсем тата çак пулăшу ĕçĕсен кĕске содержанийĕ, çавăн пекех пайăр пулăшу ĕçĕ паракан çын çинчен пĕлтермелле. Кунсăр пуçне çакăншăн мĕнле лицевой счетран укçа тытса юлнине те палăртмалла.

Кирлĕ мар информаци ан пултăр

Çыхăну çинчен калакан саккуна кĕртнĕ тÿрлетÿсем карас çыхăну операторĕсен кирлĕ мар пулăшăвне илесрен хăтарĕç, абонентпа килĕшсе татăлмасăр укçа-тенке те шутран кăлармĕç.

Мобильлĕ технологисем аталаннă май карас çыхăнăвĕн тĕрлĕ пулăшу ĕçĕшĕн абонентпа килĕшсе татăлмасăрах унăн счетĕнчен укçа списать тунăшăн çыхăну операторĕсем тĕлĕшпе çăхавсем ытларах пама пуçланă. Гороскопсем, çанталăк прогнозĕ, реклама тата ытти те - смс-пĕлтернисенче кашни кунах çакнашкал сĕнÿсем параççĕ. Кăштах вăхăтран пирĕн счет çинче укçа чакни çинчен пĕлетпĕр.

Кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче çыхăну çинчен калакан саккуна кĕртнĕ тÿрлетÿсем вăя кĕнĕ. Вĕсем çавнашкал пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿленĕ чухне операторпа абонентăн финанс хутшăнăвĕсенче йĕрке тума тивĕçлĕ.

Роскомнадзор специалисчĕсем ăнлантарнă тăрăх - карас çыхăнăвĕн операторĕсем паракан контект пулăшу ĕçĕсемшĕн /абонентсене справка, ытти тÿлевлĕ информаци илме, сасăлава, вăйăсене, конкурссене, çавăн йышши мероприятисене хутшăнма май туса пани/ абонент кăмăлне кура абонентăн уйрăм лицевой счетĕнчен унти укçа суммине кура çеç куçарма юрать. Çакă телефонпа калаçма кирлĕ укçана пĕлтермесĕр списать тăвассинчен хăтăлма май парать. Çак тĕллевпе абонентсен хăйсен çыхăну операторĕ патне кайса хушма лицевой счет уçасси çинчен ыйтса çырмалла. Контект пулăшу ĕçĕсемшĕн çак лицевой счетран тытса юлĕç те.

Енчен те абонент хушма пулăшусем илме, вĕсемшĕн хăйĕн тĕп счетĕнчен тÿлеме хирĕç мар тăк унăн çакна оператор ыйтнипе тивĕçлĕ смс-па çирĕплетмелле.

Роскомнадзорта çĕнĕ саккун абонентпа килĕшмесĕр унăн счетри укçине списать тăвас йĕркене пĕтерме пулăшасса шанаççĕ.

Тухса тăракан ыйтусемпе абонентсем Роскомнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕпе /тел. 8-8352-552-797/ е хăйсен операторĕпе çыхăнма пултараççĕ.

 Регионсен хушшинчи ХХI куравра пултарулăха тата чун туртăмне кура

професси суйламашкăн, ĕçе вырнаçмашкăн май килнĕ

Шупашкарти VII экономика форумĕпе килĕшÿллĕн çĕртме уйăхĕн 18-22-мĕшĕсенче "Контур" суту-илÿпе курав центрĕнче регионсен хушшинчи ХХI "Регионсем - вĕçĕмсĕр килĕштерсе ĕçлесси" курав иртнĕ.

Унта Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби те пуçаруллă хутшăннă, Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан экспозици йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ - ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă служба тытăмăн пулăшăвне илсе тăракан граждансене тата ĕç паракансене унпа туллин те вăхăтра усă курма май туса парасси.

Çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче асăннă центра Чăваш Ен Пуçлăхĕ çитсе курнă. Михаил Игнатьева Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев хăйсен экспозицийĕпе - республикăри организацисенчи вакансисем çинчен кăмăл пур кашни çыннах самантрах информаципе тивĕçтерекен терминал ĕçĕ-хĕлĕпе - паллаштарнă, кураврах ĕçе вырнаçмашкăн направлени илме май пурри çинчен пĕлтернĕ.

Мероприятие хутшăннисем валли психолог-профконсультант йышăнăвне йĕркеленĕ, вăл кăмăл пур граждансене психологин тĕрлĕ меслетлĕхĕ енĕпе уйрăм консультаципе тивĕçтернĕ. Тест витĕр тухнă хыççăн кашнинех вĕсем пултаракан тата хăйсене юрăхлă профессие тата специальноçа суйламашкăн сĕнÿ çырса панă.

Ĕçлев службин органĕсен уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тата малашлăхлă çул-йĕрĕпе курава пынисене паллаштарас тĕллевпе граждансем уйрăмах пуçаруллă хутшăнакан мероприятисем - Раççей Президенчĕн çу уйăхĕнчи указĕсене пурнăçласа инвалидсене ĕç вырăнĕ тупма пулăшасси тата ача пăхмашкăн отпуск илнĕ хĕрарăмсене профессие вĕрентесси, харпăр хăй ĕçне йĕркелесси, çул çитмен çамрăксене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕç тупса парасси, социаллă адаптаци тренингĕсене хутшăнасси - çинчен курав репортажĕсем трансляциленĕ тата фотоматериалсене демонстрациленĕ.

Пулас специальноç çинчен паян шухăшлакансене тата суйлакансене вара ĕç рынокĕ ыйтакан профессисен тĕнчипе паллаштаракан буклетсем валеçсе панă.

Курав ĕçленĕ кунсенче Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин экспозицине çичçĕре яхăн çын пырса курнă, 610-шĕ ĕç рынокĕнчи лару-тăру пирки информаци илнĕ, 310-шĕ экспресс-тест витĕр тухнă, 100 яхăн çынна ĕçе вырнаçмашкăн направлени панă.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.