Оперативлă... вăрă

22 Чÿк, 2014

Оперативлă пулмасăр! Вăл кĕске вăхăтрах темиçе преступлени тума ĕлкĕрнĕ вĕт!

Пирвайхи хыпар Хĕрлĕ Чутай районĕн полицине райцентрти Çĕнĕ урамран килнĕ. Унта пурăнакан арçын каланă тăрăх - вăл хăйĕн грузовикне картишĕнче вăхăтлăха кăна лартса хăварнă. Тухнă та - салонти автомагнитолăн сенсор экранĕ çук иккен. Кÿршисем вăрра асăрхаса юлнă: палламан арçын, уксахлать...

Оперативлă следстви ушкăнĕ полици уйрăмне таврăнса та ĕлкĕреймен - тепĕр преступлени пирки хыпар çитнĕ. Такам УАЗ автомобиле, лавккасем тăрăх çăкăр турттараканскере, вăрласа кайнă иккен. Водитель лавккана кĕнĕ, двигателе хута ямалли çăра уççине машинăрах хăварнă. Вăрра вара çакă кăна кирлĕ...

Тата кăштахран «Форд» маршрут автобусĕн водителĕ шар курни палăрнă. Вăл та транспорт хатĕрĕн алăкне уçă хăварнă, ку тĕслĕхре те салонри автомагнитола çухалнă. Преступлени автовокзал территорийĕнчех пулнă та - кунти çынсем вăрă паллисене пĕлтернĕ.

Райцентрти полици нарячĕсем пурте çав çынна шырама тытăннă. Кĕçех уксахлакан пĕр арçынна тытса чарнă. Паллисем шыраври çыннăннипе пĕр килеççĕ. Элĕк районĕн çынни иккен - маларах та темиçе хут судпа айăпланнăскер, ниçта та ĕçлеменскер. Ухтарнă та - полицейскисем унăн кĕсйисенче хайхи çухалнă «Сони» магнитолăна, «Шатл» автомагнитола экранне тупнă.

- Ун чухне çăкăр турттаракан УАЗа та вăлах вăрласа кайни пирки эпир пĕлменччĕ-ха, - тет вырăнти полици уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Василий Белов. - Тытса чарнăскер хăй каласа пачĕ: хуçи çăра уççине машинăрах хăварнине асăрханă та - малалла çуран утас темен, руль умне кĕрсе ларнă. Автовокзал патне çитсен машинăна пăрахса хăварнă.

Тĕпчев пырать. 44 çулти арçын тунă преступленисен списокĕ çакăнпа кăна вĕçленет-и - следстви çак ыйтăва та хуравлĕ.

Инна СУРКОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.