Олимпиадăна чăвашсем те хутшăнаççĕ

30 Утă, 2016

Допинг историйĕсене пула кăçалхи Олимп вăййисене пирĕн пĕр спортсмен та хутшăнмасан та пултарасси спортпа кăсăкланакансене çеç мар, пурне те сисчĕвлентерчĕ, кăмăлăмăрсене хуçрĕ. Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Лозаннăра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕн ĕçтăвкомĕн ларăвĕнче çеç допинг историйĕнче нихăçан та усалпа палăрман Раççей спортсменĕсен чи пысăк ăмăртăва хутшăнма ирĕк пуррине палăртнă. Шел, «тасисене» те пурне те «симĕс çутă» паман.

Чăваш Енрен Олимп вăййисенче тăватă спортсмен тупăшĕ. Республика тата Раççей чысне хÿтĕлекенсен йышĕнче — Ирина Калентьева. Вăл маунтинбайк çăлтăрĕ. Тата виçĕ ентешĕмĕр — Раççей пĕрлештернĕ спорт гимнастикин ушкăнĕнче. Пултарулăхне Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕнче туптакан Дарья Спиридонова тĕп старта тухма хатĕрленет. Улатăрти спорт гимнастикин шкулĕн воспитанникĕ Евгения Шелгунова тата Олимп резервĕсен ятарлă 6-мĕш спорт шкулĕн вĕренекенĕ Вячеслав Поляшов — резервра.

Сăмах май, РФ спорт министрĕ Виталий Мутко пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун тĕлне федерацисем Раççей 272 спортсменне Олимпиадăна хутшăнма ирĕк панă. Çапах та ку юлашки пăнчă мар. Тепĕр темиçе спортсмен тĕлĕшпе ыйту татăлман-ха. Хальлĕхе палăртнă тăрăх, Рио-де-Жанейро хулинче Раççей чысне пурĕ 286 спортсмен хÿтĕлес шанăç пур.

Раççей спортсменĕсен пĕр ушкăнĕ утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Рио-де-Жанейрона çитнĕ. Наци командине аэропортра «Калинка» кĕввипе ташласа, «Катюша» юрласа кĕтсе илнĕ.

«Корея хăйĕн çăлтăрĕсене оркестрпа кĕтсе илнине пĕлетĕп. Кун пеккине вара халиччен курманччĕ», — тенĕ аэропорт хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем.

Анна НИКОЛАЕВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.