Олимп çулăмĕ чуна хĕмлентерĕ

27 Раштав, 2013

Паян Чăваш Енре савăнăçлă уяв - Олимп çулăмĕн эстафети. Çавна май ĕнер Правительство çуртĕнче пĕтĕмлетÿ пресс-конференцийĕ иртрĕ.

Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, эстафета партнерĕсен представителĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç. Вĕсем мероприятие епле хатĕрленни çинчен, уяв программин тытăмĕпе, эрне кунхи уйрăмлăхсемпе çĕнĕлĕхсем пирки аса илтерчĕç, журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

«Чăваш Ен спортсменĕсем çĕр-шыв тата тĕнче спорчĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Пирĕн ентешсем Олимп вăййисене 1952 çултанпа хутшăнаççĕ. Пурĕ 40 ытла спортсмен Олимп тÿпине хăпарма тивĕçнĕ. Ардалион Игнатьев çăмăл атлета, Ирина Калентьевăпа Валерий Ярды велосипедистсене, Владимир Воронков йĕлтĕрçе, Елена Николаевăпа Олимпиада Ивановăна, Владимир Андреев хăвăрт утакансене, Валентина Егоровăпа Татьяна Архипова марафонçăсене пĕтĕм тĕнче пĕлет. Юлашки çул пирĕн республикăра спорта аталантарас тĕллевпе чылай ĕç пурнăçланă: кашни районта физкультурăпа спорт керменĕсем ĕçлеççĕ, çĕнĕ объектсем çĕкленеççĕ. Шупашкарта кашни çул çĕр-шыв чемпионачĕсемпе кубокĕсем иртеççĕ, çавăн пекех пире тĕнче тата Европа шайĕнчи ăмăртусене йĕркелеме шанаççĕ. Олимп çулăмĕн эстафети те Чăваш Ен çыннисемшĕн асра юлмалли уяв пуласса, çамрăксене спортпа туслашма хавхалантарасса шанатăп», - терĕ Иван Моторин.

«Ингосстрах» компанин Шупашкарти филиалĕн директорĕ Наталия Сергеева Чăваш Ене Олимп çулăмĕн чашăкне парнелерĕ. Ăна паян «Олимпийский» стадионта чĕртĕç, 40 килограмм таяканскере /ăна тимĕртен ăсталанă/ уяв хыççăн унтах упрама хăварĕç, вăл пире уява аса илтерекен символ пулĕ. Çулăм чашăкне чĕртме Олимп вăййисен чемпионне, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерне Владимир Воронкова шаннă. Пресс-конференцие хутшăннăскер çак хисепе тивĕçнĕшĕн савăннине пĕлтерчĕ. «Олимп вăййисен стартне тухнă чухне те çакнашкал хумханман, çав тери яваплă самант вăл маншăн. Хама тепĕр хут Олимпиадăна хутшăнас пекех туятăп», - терĕ пирĕн ентеш куççульне шăлса.

Шупашкар урамĕпе çулăма çĕр-шыври паллă спортсменка, «Раççей-2» телеканалăн комментаторĕ Ольга Богословская та йăтĕ. Мĕншĕн Чăваш Ене суйласа илнĕ-ха тĕнче чемпионки? «Чăваш Республикинче эпĕ темиçе хут та пулнă, тĕрлĕ ăмăрту еплерех иртни çинчен телерепортажсем хатĕрленĕ. Çавăнпа Шупашкара килме сĕнсен тÿрех килĕшрĕм. Кунта ăмăртусемпе уявсем хăйне евĕрлĕ иртеççĕ, çыннисем хастар та тăрăшуллă. Хăнасемпе спортсменсене кĕтсе илме, хавхалантарма пĕлеççĕ», - пулчĕ хурав.

Паян Олимп вăййисен тĕп паллине Чăваш Ене Чĕмпĕртен пуйăспа илсе килĕç. Чукун çул станцийĕн пуçлăхĕ Владимир Никифоров пĕлтернĕ тăрăх - çулăм Шупашкара Хусан чукун çулĕпе килекен виççĕмĕш хула пулĕ. Олимп çулăмĕ пĕрремĕш хут чукун çулпа Владивостокран тухнă, çавăнтан пуçласа вăл пурĕ 17700 çухрăма парăнтарĕ. Пуйăспах Мари Республикине çитĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.