Олимп чемпионки форума йыхравлать

1 Юпа, 2014

Юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Чăваш Ене тĕрлĕ çĕр-шывран сумлă хăнасем, паллă спортсменсемпе тренерсем килсе курĕç.

Пăр çинче илемлĕ фигурăсем туса ярăнас енĕпе Олимп чемпионкин ятне Сочире иртнĕ хĕллехи вăйăсенче тивĕçнĕ Аделина Сотникова та пирĕн республикăна килме палăртнă. Кун çинчен вăл çапла пĕлтернĕ: "Чăваш Ене кайса курма кăмăл пур. Унта манăн йăх-несĕл пурăнать - Улатăр хулинче мăн кукаçи, Совет Союзĕн Геройĕ, летчик-истребитель Александр Кочетов çуралса ÿснĕ. Шупашкара Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума ирттерме шаннине ырласа йышăнтăм. Унта тĕрлĕ çĕр-шывра пурăнакан ĕçтешĕмсем те хутшăнĕç. Эпĕ тата тăванăмсем Чăваш Ен спорт регионĕн ятне тивĕçнишĕн савăнатпăр. Спортпа туслисене пурне те форума йыхравлатăп: пĕрле пурлсан эпир çирĕпрех те тĕреклĕрех. Пĕр çĕр-шыв - пĕр команда! Чăваш Енре тĕл пуличчен!" - тенĕ фигуристка.

А.МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.