Округра - пĕрремĕш, Раççейре - виççĕмĕш

1 Утă, 2014

Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова ачасен сывлăха çирĕплетмелли учрежденийĕсенче 2014 çулхи çуллахи 1-мĕш смена мĕнле иртни çинчен каласа кăтартнă. Министр палăртнă тăрăх - 57006 ача /2013 ç. - 49315/ канать, сывлăхне çирĕплетет, çав шутра пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнисем - 30147 ача. Ачасем ерекен тата ермен чирсемпе йышлăн чирлени, апат-çимĕçпе наркăмăшланни, шывра тата çĕр çинче йывăр суранланни, инкек сиксе тухни пулман.

Алла Самойлова каланă тăрăх - çуллахи 1-мĕш сменăра Етĕрне районĕнчи муниципалитет харпăрлăхĕнчи «Родничок» ачасен лагерĕ ĕçлемен. Унта канма пуçтарăннă ачасене ытти лагере вырнаçтарнă. 2-мĕш сменăран тытăнса «Родничок» лагерь ĕçлет.

Хула тулашĕнчи лагерьсенче ĕçлеме вожатăйсем хатĕрлекен тытăма туса хурасси, çавăн пекех ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă тата вĕренÿре, общество ĕçĕ-хĕлĕнче, спорт ăмăртăвĕсенче çитĕнÿсем тунă ачасен канăвне йĕркелесси çинчен республикăн вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов каласа кăтартнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Ен делегацийĕ федерацин Атăлçи округĕн «iВолга-2014» çамрăксен форумне хутшăннă май республикăри 16 проекта федераци шайне суйласа илнĕ, вĕсенчен 3-шне грант парса хавхалантарĕç.

«Уçă кăтартусем» проектăн малтанхи кăтартăвĕсемпе информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Новиков паллаштарнă.

Паян Чăваш Енĕн «Уçă кăтартусем» порталĕнче кăтартусен 116 пуххипе паллашма май пур. Ку - республика пурнăçĕн тĕрлĕ сферинчи информаци: сывлăх сыхлавĕ, вĕренÿ, экономика, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, ĕçпе тивĕçтересси, экологи тата ытти те. Чăваш Енĕн «Уçă кăтартусем» порталĕ уçă кăтартусен регионсенчи порталĕсен рейтингĕнче Раççейре - 3-мĕш, федерацин Атăлçи округĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă. Республика çĕр-шывăн уçă даннăйсен обязательнăй пуххисене пичетленĕ 6 регион, çавăн пекех кирлĕ темăсемпе уçă кăтартусем вырнаçтарнă 4 регион шутне кĕнĕ. Интернет-ресурс Раççей саккунĕсене, экспертсен требованийĕсене тата Интернетпа усă куракансен ыйтăвĕсене 92,6% чухлĕ тивĕçтерет.

Михаил Игнатьев Информаци политикин министерствин ертÿлĕхне тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацине «Уçă кăтартусем» порталăн акăлчанла вариантне йĕркелессине хăвăртлатма ыйтнă.

Вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов вĕренÿ сферин ĕçченĕсен ĕç укçи шайĕ çинчен пĕлтернĕ.

2014 çулăн I кварталĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш Енре педагогсен ĕç укçи енĕпе тĕллевлĕ кăтартусене /вĕсене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи указĕсемпе палăртнă/ пурнăçлаççĕ.

Михаил Игнатьев бюджет ĕçченĕсен ĕç укçин виçине республика экономикинчи вăтам ĕç укçипе шайлашуллă тумалли çинчен каланă. «Паллах, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн тĕллевĕсене пурнăçламалла, анчах та индикатив кăтартăвĕсенчен иртмелле мар. Бюджетран ĕç укçи илсе тăракансене ĕç укçине пĕрмаях тĕллевлĕ кăтартусенчен ÿстерсе тÿлеме нимĕнле сăлтав та çук», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Михаил Игнатьев должноçри яваплă çынсене халăхпа ăнлантару ĕçне ирттерме, малашне бюджетран ĕç укçи илсе тăракансен ĕç укçи енĕпе индикатив кăтартăвĕсене ÿстерни пулмалла мар тенĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.