- Чăвашла верси
- Русская версия
Окоп та чавнă вĕсем, вăрман та каснă
1941 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирхине, вырсарникун, хĕвел яланхи пекех ташласа тухнă. Анчах çав илемлĕ те ăшă кун çутине усал хыпар тĕксĕмлетнĕ. Совет Союзĕн кашни кĕтесĕнче пĕр сăмах янăранă: вăрçă! Ку мĕне пĕлтернине, вăл пин-пин çыннăн пурнăçне илсе каяссине ăнланса хĕрарăмсем куççульне чарайман. Арçынсем пăчăртаннă тумлама никама кăтартмасăр вăрçа амăшĕсемпе ачисене, йăмăкĕсемпе аппăшĕсене, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Ывăлĕсемпе хĕрĕсене фронтра çухатнă амăшĕсем нимĕçсене ылханнă, тĕпренчĕкĕсен ачалăхне туртса илнĕ тăшмана чунран курайман... Пурне те йывăр килнĕ ун чухне. Тылрисене те фронтрисенчен кая мар лекнĕ. Ача-и вăл е тин çеç пиçме пуçланă хĕр-и - никама та уйăрман. Пурте Çĕнтерĕве çывхартнă.
Вера Михайлова кинĕпе. | Евдокия Ешмейкина. |
Тăшман Мускав çывăхне çитсен
«Вĕсем окоп чавнă», - тесе калама çăмăл. Анчах ку ĕç мĕн тери йывăр пулнине çавна чăтса ирттернисем çеç лайăх пĕлеççĕ. Пĕве кĕнĕ хĕрсен алла кĕреçе, лум тытса окоп чавма тивнĕ. 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче тăшман Мускав патне çывхарнă. Совет çыннине ыран мĕн кĕтнине никам та пĕлмен. Мускав хÿтĕленме хатĕрленнĕ. Октябрĕн 8-мĕшĕнче Жуков Сталина хăрушлăх пирки, нимĕçсемшĕн Мускав патне мĕнпур çул тенĕ пекех уçă пулни çинчен пĕлтернĕ. Патшалăх хÿтĕлев комитечĕ çийĕнчех Ока, Дон, Атăл юханшывĕсен çывăхĕнчи хÿтĕлев тата стратеги рубежĕсен планне йышăннă. Çапла майпа ытларах Горькие /хальхи Чулхула/, Куйбышева /хальхи Самар/, Чĕмпĕре, Саратова, Сталинграда /хальхи Волгоград/ тата ытти хулана хÿтĕлеме тĕллев лартнă. Пĕтĕмпе 10 пин çухрăм хÿтĕлев рубежĕ, 70 пин дзот, 27 пин çĕрпÿрт тумалла пулнă. Анчах 1941 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче стратеги лару-тăрăвĕ улшăннă май плана урăхлатнă.
Чăваш Енре Сăр юханшывĕ хĕрринче окоп чавнă. Хÿтĕлев рубежĕн линине /каярахпа ăна «Сăр рубежĕ» тенĕ/ 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче, нимĕçсем Мускав çывăхĕнче тăнă чухне, тума тытăннă. Йышăнупа килĕшÿллĕн, унта 17 çултан аслăраххисене, сыввисене илсе кайнă. Сăр рубежĕ - Чăваш тата Мордва республикисенче Сăр юханшывĕ хĕррипе тăсăлакан 200 километрлă лини. Унта окопсем, блиндажсем, Хусан, Куйбышев хулисене çывхаракан нимĕçсене тытса чармалли точкăсем пулнă. Ку ĕçе 200 пине яхăн çын хутшăннă. Шел те, йывăр çак ĕçе кÿлĕннĕ çынсем пирĕн республикăра нумаййăн юлман. Вăхăт хăйĕн еккипех чупать. Унтанпа сахал мар çул иртнĕ. Апла пулин те ун чухне окоп чавнă хĕрсем, халĕ 90-ран иртнĕ ватăсем, çав вăхăта манаймаççĕ. Çанталăк та хирĕç тăнă тейĕн: 1941-1942 çулсенчи хĕл ытти чухнехинчен сивĕ килнĕ, урамра 40 градуса та çитнĕ. Пурпĕрех ĕçленĕ вĕсем, нăйкăшакан пулман.
Çĕрпÿртре пурăннă
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ялĕнче пурăнакан Евдокия Ешмейкина кăçал 95 çул тултарать. Вăрçă çулĕсене аса илсен халĕ те куççульленет вăл. Ытла та тарăн йĕр хăварнă вăл унăн пурнăçĕнче. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Питĕркасси çывăхне окоп чавма илсе кайнă чухне Евдокия Николаевна 21 çулта çеç пулнă. Унта хĕл каçнă вĕсем, çĕрпÿртсенче пурăннă. Выçăпа аптăраман çамрăксем. Колхоз окоп чавакансене ир-каç яшка çитернĕ. Хăшĕ-пĕри килтен çăкăр илсе пынă. Урамра шартлама сивĕ.
- Пите тăм тивнĕччĕ, алă шăнса кÿтетчĕ. Тăпра хытă шăннăран кашни сантиметрне лумпа пĕтĕм вăйран таккаттăмăр, кĕреçепе ывăтаттăмăр. 1,5 тарăнăш чавмаллаччĕ. Урара - çăпата. Çĕрпÿрте таврăнсан ăна пÿлĕм варринчи çаврака кăмака тавра хурса типĕтеттĕмĕр. Ăшă тумланайман ун чухне, çири кĕпе-йĕм кивĕччĕ, - аса илчĕ Евдокия Николаевна. Сĕм çĕрлечченех ĕçленĕ вĕсем. Никам та ĕçе пăрахса кайман, пурте нимĕçсем çывхарасран хăраса канмасăр тар тăкнă.
Окоп чавса таврăнсан та килте ахаль ларман. 1942 çулхи хĕлле Евдокия Николаевнăна 11 хĕрпе пĕрле Иваново облаçне вăрман касма янă. Тавар турттаракан вакунра кайнă вĕсем. Хĕлле сивĕ, çăпати пăрланнă. Вакунран аннă чухне Евдокия Николаевнăн ури шуса кайнă та пуйăс айне лекнĕ. Виçĕ пÿрни татăлнине тÿрех асăрхаман вăл, ыттисемпе тан утнă. Кайран та кун пирки никама та каламан, ыратнипе нăйкăшман, хăех сипленĕ. Ара, суранланнă ури пирки пĕлтерсен ыратма чарăнĕччĕ-и вăл? «Ун чухне яла килĕрен тенĕ пек хурлăхлă хыпар килетчĕ. Салтаксем алăсăр, урасăр таврăнатчĕç. Вĕсемпе танлаштарсан, манăн суран мĕн ĕнтĕ вăл?» - аса илчĕ ватă çын. Иваново облаçĕнче кунсерен 4 кубла метр вутă хатĕрлеме тивнĕ. Нормăна тултарма çав тери йывăр пулнă. Анчах ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ хĕрсем ниме пăхмасăр тăрăшнă. Евдокия Николаевна пĕррехинче нормăна ытлашшипех тултарнăшăн икерчĕ çитернине аса илчĕ. Çамрăксем куншăн çав тери савăннă.
Пиччĕшĕ Якку вăрçăра вилнине, ашшĕ ĕç çарĕнчен утайми таврăнсан виçĕ кунранах куçне яланлăхах хупнине аса илсен Евдокия Николаевнăн сасси чĕтрерĕ. Вăрçă пуçлансан вăл Пунтик ятлă лашине çар комиссариатне çавăтса кайнă, лешсем урхамаха пăхнă-пăхнă та фронта ăсатма йышăннă. 21 çулти хĕр киле юратнă Пунтикĕсĕр таврăннă, ашшĕне кун пирки каласан уласа макăрнă. Вăрçă чарăнни пирки вăл колхозра çĕрулми лартнă чухне илтнĕ. Савăнăçлă хыпара илтсен пурте ларса макăрнă. Кашни çемье çухату тÿснĕ вĕт, вĕсем çак куна кĕтсе илеймен...
Маттур трактористка
Патăрьел районĕнчи Сител ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Аслă Чеменре пурăнакан Вера Михайлова 90 çул тултарнине чăвашла, сурпан çыхсах, уявланă. Ăна та 1941 çулхи кĕркунне Сăр хĕррине окоп чавма илсе кайнă. 16-ра кăна пулнă вăл ун чухне. Ялти çамрăксене пухнă та Пăрачкав тăрăхне лашапа лартса кайнă. Вера Дмитриевнăна та, ытти хĕре те ашшĕ-амăшĕ çула пуçтарнă. Паллах, аслисен тин çеç чечекленме пуçланă ачисене йывăр ĕçе ярас килмен. Анчах ыйтнă-и ун чухне? Каймалла - çапла каланă çирĕппĕн. Вĕсем çырана танксем хăпарасран чавнă.
- Йĕре-йĕре кайрăмăр. Мĕн кĕтет пире? Хăрататчĕ. Лайăх çĕрте пурăннă эпир, икĕ хутлă çуртра. Çÿлтинче штабчĕ, эпир аялти хутра выртса тăраттăмăр. Вăл хĕл юр нумай çуманччĕ, сивĕ самаях шăтăртатрĕ. Ĕç вырăнне лашапа илсе каятчĕç. Пĕррехинче ларса пынă чухне сисмен те - пите тăм тивнĕ. Шап-шурă вырăна юрпа сăтăркаласа ăшăтрăм. Çăпатапа ура шăнатчĕ. 40 градус сивĕре сăхман та витĕр яратчĕ. Хăшĕ-пĕри ăшăнас тесе кăвар çинче тăпăртататчĕ. Эпĕ ун пек туман - ĕçлесе ăшăнаттăм. Аванах çитеретчĕç. Килтен çăкăр илсе кайни те пулнă. Пĕррехинче кăлпасси панăччĕ. Темшĕн çимерĕм ăна. Те хăнăхманран, те тутлă мар пек туйăннăран... - иртнине куç умне кăларчĕ Вера Дмитриевна. Çĕр хытă шăннă, лумпа аран катăлнă. Черчен хĕрсем теме пулман вĕсене - арçын пекех вăйлă ĕçленĕ.
Окоп чавса таврăнсан та канăç пулман. Вера Дмитриевнăна Канаша тракториста вĕренме янă. «Хурçă утпа» колхозра хырăм тăранмалăх ĕçлесе илнĕ вăл: çăнăхне те, тыррине паркаланă. Ун чухне ыйткалакансем те пулнă-çке. Пĕрер çĕрулми, пĕр татăк çăкăр тыттарса янă килĕрен çÿрекенсене. Пĕве тин кĕнĕ хĕре трактора итлеттерме çăмăл пулман. Лешĕ пĕр вĕçĕм çĕмĕрĕлнĕ. Пăявпа туртни те пайтах пулнă.
Канашра вĕреннĕ чухне Вера Дмитриевна арçынсемпе каччăсене вăрçа илсе кайнине час-часах курнă. Ку ÿкерчĕк унăн асĕнчен халĕ те тухмасть. Хăшĕ-пĕрине, чирлисене, тапа-тапа илсе кайни сахал пулнă-им?
- Кĕсьере пĕр чĕлĕ çăкăр пурччĕ. Ăна фронта каякан пĕр салтака тыттартăм. Лешĕ, савăннăскер, мана укçа парасшăнччĕ - илмерĕм. Пур-пĕрех кĕсйинчи укçине ман ума пăрахса хăварчĕ. Çăкăра илчĕ те тапраннă пуйăс хыççăн чупрĕ... - чуна пырса тивекен саманта куç умне кăларсан пыра темĕн капланчĕ. Укçи пулсан та çăкăр тăраниччен çиеймен-çке ун чухне.
Тепĕртакран Вера Михайловăна ыттисемпе пĕрле Саратова илсе кайнă. Унта вĕсем çемьесене, ватăсене утă çулма-типĕтме пулăшнă, лашапа хăва турттарса килсе панă. Пĕррехинче Сител хĕрĕ хĕлле вак касса юшкăнра 9 витре пулă алăпа тытнă. Тусĕсене те хăналанă вăл ун чухне.
- Саратов облаçĕнчи пĕр ялта вăрçăчченех тĕпленнĕ нимĕçсем пурăннă. Эпир киличчен çавсене тăшман майлă пуласран /ун чухне нимĕçсем Мускав çывăхĕнчеччĕ/ урăх çĕре куçарнă. Хăйсемпе пĕрле 60 килограмм япала çеç илме ирĕк панă. Вĕсен чаплă çурчĕсене, хуралтисене курса тĕлĕннĕччĕ, - малалла калаçрĕ Вера Дмитриевна. Вăл Владимир облаçĕнче вакунсене торф та тиенĕ. Вăрçă чарăнсан, 1947 çулта, Аслă Чемен каччипе Петр Трофимовичпа çемье çавăрнă. Михайловсем 7 ача çуратнă. Вĕсенчен иккĕшĕ пĕчĕклех вилнĕ, тепри 21 çулта пурнăçран уйрăлнă.
- Ĕçленĕ, йывăр пулсан та чăтнă. Халĕ пурнăç лайăх. Эпир тÿснине текех никам та ан куртăрччĕ, - сăмахне вĕçлерĕ хăйĕн çулне кура мар çамрăк курăнакан Вера Дмитриевна.
«Ăшă тăпра урана ăшăтатчĕ»
Красноармейски районĕнчи Çĕньял Карай ялĕнче кун çути курнă Агафия Тимофеева та çав çулсене пăлханмасăр аса илеймест. 95 çулта вăл. Вĕсем те окоп чавма кайнă чухне куççульне чарайман. Вĕсен бригади шкулта çĕр каçнă. Вырăн пулманран чылайăшĕ урайĕнче выртса тăнă. Пÿлĕм варринче çаврака кăмака ларнă. Шартлама сивĕре шăнса кÿтнĕскерсем унта çăпатине, тумтирне типĕтнĕ.
- Танксем ан хăпарччăр тесе сăрта чăнкăлатса 3 метр çÿллĕш чаваттăмăр. Канмалли кун пулман пирĕн. Çил-тăман алхасать-и, пите сивĕ чĕпĕтет-и - кĕреçе йăтса ĕçлеме кайнă. Шăннă çĕре лумпа та, кувалдăпа та катнă. Аялтан тухакан ăшă тăпра урана кăштах ăшăтатчĕ. Ĕçленĕ çĕрте лашасем вилни пирки те илтнĕччĕ. Телее, пирĕн эртелте кун пекки пулман. Пĕр çын 3 метртан аялалла ÿксе вилни пирки илтнĕччĕ. Ахаль пĕр кун та ларман. Икĕ хĕл вăрман турттарнă эпĕ, çулла уй-хирте ĕçленĕ, - вăрçă çулĕсене хумханса аса илчĕ хисеплĕ ватă. Агафия Тимофеевна çухату хыççăн çухату тÿснĕ. Нимĕçсем Совет Союзне тапăнса кĕриччен вăл Кÿлхĕрри Карай каччипе çемье çавăрнă. Упăшкипе, командирпа, пурăнса та курайман - ăна 1940 çулта Хĕрлĕ çара илсе кайнă. Вăрçă тухсанах вĕсем Свердловск облаçĕнче çапăçăва кĕнĕ. Унччен хăйĕн пирки çырсах тăраканскер тăрук виçкĕтеслĕ çырусем яма пăрахнă. Хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен хут та килмен. Агафия Тимофеевна упăшкине 7 çул кĕтнĕ. Ыталайман тек ăна. 1947 çулта вăл çав ял каччипе пĕрлешсе виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Чĕрепе чирлĕ мăшăрĕ нумай пурăнайман. Халĕ Агафия Дмитриевна аслă ывăлĕн çемйипе кун кунлать.
- Курмаллине куртăм, тÿсмеллине тÿсрĕм. Вăрçă нихăçан та ан пултăрччĕ, - калаçăва вĕçлерĕ кинемей.
Вăрçă асапне чăтса ирттернĕ çынсенчен тĕлĕнме пăрахаймастăн. Йывăр пулнă вĕсене, анчах çакна кăтартмаççĕ. Тăраниччен çăкăр çиеймен вĕсем, анчах пĕрре те ÿпкелешмеççĕ. Вăрçă вĕсен асĕнче тарăн йĕр хăварнипе пĕрле кăмăлне çирĕплетнĕ, пурнăçа хаклама вĕрентнĕ.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Автор тата О.Мальцев сăнÿкерчĕкĕсем.
Комментари хушас