Общежитири тÿлев

14 Утă, 2014

2013 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен РФ "Вĕренÿ çинчен" çĕнĕ саккунĕ вăя кĕнĕрен студентсен общежитире пурăннăшăн тÿлемелли хак малтанхинчен чылай ÿсрĕ.

Ку ыйтăва профсоюзсенче, вĕренÿ заведенийĕсенчи студентсен хăй тытăмлăх органĕсенче пĕрре мар сÿтсе явнă. Ăна РФ Патшалăх Думин "Пĕрлĕхлĕ Раççей" фракцин ĕç ушкăнĕн ларăвĕсенче те пĕрре мар тишкернĕ. Асăннă ĕç ушкăнĕ /унта депутатсемпе профиль министерство-ведомство представителĕсем çеç мар, студентсем те пур/ ирттернĕ мониторинг хăш-пĕр аслă шкул общежитийĕнче пурăннăшăн çамрăксен уйăхра 7 пин тенкĕ таранах тÿлеме тивнине кăтартса панă. РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова палăртнă тăрăх - хăш-пĕр администраторăн пысăк укçа ĕçлесе илес кăмăлне пула чылай çемье ачи, студент, обжежитире пурăннăшăн тÿлеймест - апла юрамасть. "Пирĕн çĕр-шывра патшалăх аслă шкулĕсене пурне те пĕр çăл куçран - федераци бюджетĕнчен - укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Çапах 120 вĕренÿ заведенийĕ çеç общежити тÿлевĕн виçине стипендин 5 проценчĕ чухлĕ шайра тытса тăраççĕ. Çакă вăл аслă шкулсен администрацийĕнчен, ректорсенчен питĕ нумай килнине пĕлтерет", - терĕ Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлекен депутат.

Чăваш Енри хаксем те тĕрлĕрен. "Профсоюз организацийĕсемпе нумай сÿтсе явнă хыççăн çапла йышăнтăмăр: койко-вырăншăн студентсен академи стипендийĕн 5 процентĕнчен ытла мар тÿлемелле. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, ку тÿлев И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче 237 тенкĕпе танлашать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вара - республикăра чи пĕчĕкки, 90 тенкĕ", - пĕлтернĕччĕ кăçалхи ака уйăхĕнче "Чăваш Республикинчи студентсен, вĕренекенсен хăй тытăмлăх органĕсен ассоциацийĕ" общество организацийĕн правленийĕн председателĕ Илья Тумаков.

РФ Патшалăх Думи кăçалхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче студентсен общежитире пурăннăшăн тÿлемелли хака ÿстермешкĕн чаракан саккун проектне иккĕмĕш тата виççĕмĕш вулавсемпе йышăннă. Çавна май РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексне тата "Вĕренÿ çинчен" саккуна тивĕçлĕ улшăнусем кĕртеççĕ. Вĕренÿ организацийĕсен общежитийĕсенче пурăннăшăн тÿлемелли хака вĕсен учредителĕсем - патшалăх влаçĕн е вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем - палăртĕç, вĕсем хăйсене бюджетран уйăракан укçа-тенкĕ виçине те шута илĕç.

"Халĕ йăлтах правительство çаврăнăçуллăхĕнчен килет. Асăннă саккуна пурнăçа кĕртмешкĕн кирлĕ норма-право акчĕсене пурне те çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен хатĕрлесе çитерсе йышăнмалла. Пирĕн авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче университетсен сайчĕсенче студентсен общежитийĕшĕн тÿлемелли капашсăр пысăк хака, вĕренекен çамрăксен çемйисен тупăшĕпе шайлашусăрскере, курас марччĕ", - пĕлтерчĕ Алена Аршинова.