Общежити иккĕмĕш кил-и?
Республика прокуратурин органĕсем вăтам професси тата аслă вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекенсене общежитисенчи пÿлĕмсемпе тивĕçтермелли саккунсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ.Пĕтĕмĕшле илсен çамрăксене пÿлĕмсенчи вырăнсене уйăрса парас, вĕсемпе усă курнăшăн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлев илес тĕлĕшпе нормативсене пăхăннине çирĕплетнĕ. Çав вăхăтрах асăннă ыйтусемпе çыхăннă нумай требование пăснине те çиеле кăларнă.
Сăмахран, Патăрьелĕнчи агропромышленноç, Сĕнтĕрвăрринчи технологи, Етĕрнери агротехника, Çĕмĕрлери политехника техникумĕсенче кашни çын пуçне тивмелли лаптăкпа çыхăннă нормăсене уяманнине тупса палăртнă. Хăшпĕр общежитире студентсен пÿлĕмсемпе усă курмалли прависене йĕркене пăсса виçеллĕ палăртнă. Калăпăр, Шупашкарти медицина колледжĕн, Етĕрнери агротехника техникумĕн администрацийĕсем вĕренекенсем общежитирен тухса çÿрес, унта кĕрес тĕлĕшпе çирĕп вăхăт палăртнă.
Тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă çамрăксене саккуна пăсса общежитирен кăларса яни те пулнă. Тĕслĕхрен, тĕп хулари электромеханика колледжĕн общежитийĕнче. Çак вĕренÿ заведенийĕн тата Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕн общежитийĕсенче хăшпĕр студент регистрацисĕрех пурăнни палăрнă.
Администрацисем кăларнă хушусене, çав шутра общежитисенче пурăнмалли правилăсене, вĕсен шалти йĕркине пырса тивекен документсене тишкернĕ май прокурорсем вăтам професси тата аслă вĕренÿ учрежденийĕсенчен ытларахăшĕнче саккунсăр положенисемпе усă курнине çирĕплетнĕ. Çав хушусене тĕпе хурсан общежитисенче пурăнакансем тĕлĕшпе саккуна пăсса яваплăх мерисемпе усă курма та, çамрăксен прависене хĕстерме те пулать. Яшсемпе хĕрсенчен çитес уйăхсемшĕн тÿлев илесси те, студентсене территорисене тирпейлеме, пÿлĕмсене юсама тÿлевсĕр явăçтарасси те часах.
Вĕренÿ учрежденийĕсен сайчĕсенче вĕсен общежити пурри пирки информаци пулмалла, хăшĕ-пĕри çакăн çине алă сулнă. Терроризмран хÿтĕленес тĕлĕшпе те общежитисен администрацийĕсем нимĕн те тумаççĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн, санитарипе эпидемиологи правилисем те нумай çĕрте саккун мар. Çав вăхăтрах асăннă правилăсене тивĕçтермешкĕн нумай тăкак та кирлĕ мар.
Калăпăр, ЧР Вĕренÿ министерствин Канашри транспортпа энергетика техникумĕн общежитийĕн темиçе секцийĕнче электропроводсем, выключательсем сиенленнĕ - вĕсене улăштарасси асра та çук. Улатăрти ялхуçалăх техникумĕн общежитийĕнче вара коридорти эвакуаци çулĕсен хăшпĕр алăкне сÿтнĕ, çийĕнчен çуртăн икĕ хутĕнче эвакуаци çулĕсене тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа хупласа хунă. Унашкаллинчен Турă сыхлатăр та, анчах пушар тухрĕ-тĕк - чăннипех пысăк инкек курма пулать вĕт.
Унсăр пуçне нумай общежитире йăлапа коммуналлă пулăшу ĕçĕсем тивĕçлĕ шайра мар. Пÿлĕмсенче сĕтел-пукан, вырăн таврашĕ çителĕксĕр, душ, хĕрсем валли гигиена пÿлĕмĕсем çук, тумтире, атă-пушмака типĕтмелли вырăнсем йĕркелемен тата ыт.те.
Прокурорсем тупса палăртнă çитменлĕхсен пĕр пайне пĕтернĕ ĕнтĕ. Хăшĕсем валли самай укçа кирлĕ, эппин, вăхăт иртет, анчах надзор органĕн ĕçченĕсем ĕç-пуçа куçран вĕçертмĕç.
Пĕтĕмпе 29 представлени çырнă. Çав шутра - Вĕренÿ, Сывлăх сыхлавĕн, Культура министерствисен ячĕпе те. Вĕсене тишкерсе должноçри 47 çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă. Прокурорсен пуçарăвĕпе çавăн пекех 41 çын административлă майпа явап тытнă, саккунсăр 41 акта протестленĕ, суда икĕ тавăç тăратнă.
К.АНТИПОВ