Общество сăнавçисене вĕрентме пуçлаççĕ

«Эпир суйлав уççăн та таса ирттĕр, унăн кăтартăвĕсем пирки никам та ан иккĕлентĕр тесе тăрăшатпăр. Çавăнпа та суйлава хутшăнакан общество сăнавçисене хатĕрлеме пуçлатпăр», — терĕ ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков асăннă темăпа йĕркеленĕ пресс-конференцире.

Вăл 15 организаци хăйсен представителĕсене сăнавçăсем тума хирĕç маррине палăртрĕ: вĕсем çакна çирĕплетсе Общество палатипе килĕшÿ тунă. Çак кунсенче коммерцилле мар тепĕр 10 пĕрлешÿпе кунашкал килĕшĕве — граждансен суйлав прависене пурнăçлас ыйтусемпе çыхăнса ĕçлесси пирки — алă пусассине пĕлтерчĕ.

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков общество сăнавĕ халĕ вăйра тăракан саккунсенчи çĕнĕлĕх пулнине каларĕ. Сăнавçăсене маларах уйрăм кандидатсем, политика партийĕсем палăртнине, халĕ вара вĕсене РФ тата регионсенчи Общество палатисем те хатĕрлеме пултарнине пĕлтерчĕ.

Пирĕн республикăра общество сăнавçисене вĕрентсе хатĕрлес енĕпе ЧР Общество палати тата Пĕтĕм Раççейри «Таса суйлавшăн» корпус» общество юхăмĕн регион уйрăмĕ ĕçлеççĕ. Çак тĕллевпе РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççей халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалĕн никĕсĕ çинче Суйлав правипе процесĕн центрĕ уçăлать. «Таса суйлавшăн» корпусăн регионри координаторĕ Кирилл Лукин общество сăнавçисен вĕрентĕвĕ çак центрта паян, кăрлачăн 31-мĕшĕнче, пуçланассине систерчĕ. Районсемпе хуласенчи сăнавçăсем валли вĕрентĕве онлайн-мелпе йĕркелеççĕ, çавăн пекех вырăна тухса семинарсем ирттерме палăртнă.

Борис АНДРЕЕВ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ:

Ку проект мана кăсăклантарса ячĕ. Манăн шухăшпа, общество сăнавĕ вăл — общество ĕçне пуçăнмалли пĕрремĕш утăм. Ку — лайăх опыт, вăл малашнехи пурнăçра кирлĕ пулĕ, уйрăмах пире, çамрăксене. Çакна Чăваш Енри хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм шута илсен , ку проекта хутшăнсан аванччĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. ЧР Общество палатин сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас