Общество палати йĕркеленет

14 Çу, 2015

Чăваш Республикин «Общество палати çинчен» саккунĕн 6-мĕш статйипе килĕшÿллĕн общество организацине виçĕ тытăм - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ, Чăваш парламенчĕ тата общество пĕрлешĕвĕсемпе коммерциллĕ мар организацисем сĕннĕ 7-шер кандидатурăран /пĕтĕмпе 21 çын/ йĕркелет. Йышри 14 çын паллă ĕнтĕ, вĕсене Общество палатин членĕсем пулма çирĕплетнĕ.

Общество пĕрлĕхĕсемпе коммерциллĕ мар организацисем хăйсен представителĕсен кандидатурисене июнь уйăхĕн 10-мĕшĕнче палăртĕç. Пулас кандидатсенчен шăпах çав кунччен документсем /адресĕ: Шупашкар хули, Республика тÿремĕ, 2-мĕш çурт, 118-мĕш пÿлĕм, тел.: 39-35-86/ йышăнаççĕ.

Общество палати кăçалхи июнь уйăхĕн вĕçĕнче тулли правапа ĕçлеме тытăнмалла.

Ю.ПЕТРОВ

Автор: