Нумай ачаллисене - патшалăх тĕревĕ

12 Утă, 2014

Нумай ачаллă çемьесен çĕр-шыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе çыхăннă пĕлтерĕшĕ пысăкки каламасăрах паллă. Апла тăк вĕсене лайăх условисемпе тивĕçтерме тăрăшни вырăнлă. Çакна прокуратура органĕсем те куçран вĕçертмеççĕ.

Нормăпа право никĕсĕ мĕнлерех-ха. Республика прокуратуринче палăртнă тăрăх - Чăваш Енре çак никĕс çирĕп. Вăл граждансен асăннă категорийĕсене патшалăх пулăшăвĕн федераци саккунĕсемпе гарантиленĕ мĕн пур мерипе усă курма май парать.

ЧР Пуçлăхĕн 27.06.2012 ç. кăларнă 77-мĕш указĕпе 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса çемьесене виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çуралсан вĕсем виçĕ çул тултариччен пурăнма кирлĕ виçе чухлĕ уйăхсерен укçа тÿлеççĕ. Республикăн "Çемьесене виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çуралсан /усрава илсен/ уйăхсерен паракан тÿлев çинчен” саккунĕпе килĕшÿллĕн çак тÿлеве илме тивĕç çынсене палăртнă. Çав шутра,

- 2012 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ хыççăн виççĕмĕш ача çуратнă /усрава илнĕ/ хĕрарăмсем*

- уйăхсерен укçа илмелли правăпа маларах усă курман пулсан 2012 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ хыççăн тăваттăмĕш е ун хыççăнхи ачасене çуратнă /усрава илнĕ/ хĕрарăмсем*

- уйăхсерен укçа илмелли правăпа маларах усă курман тата судăн усрава илни çинчен калакан йышăнăвĕ 2012 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ хыççăн саккунлă вăя кĕнĕ пулсан виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачисене усрава илнĕ пĕртен пĕр çын шутланакан арçынсем.

ЧР "Ачаллă çемьесене патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен” саккунĕпе килĕшÿллĕн республикăра Раççейри амăшĕн капиталĕ çумне хушса республикăн амăшĕн /çемье/ капиталне тÿлеççĕ - 100 пин тенкĕ. Çак укçана 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче тата ун хыççăн çуралнă виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн параççĕ.

Республикăн "Пурăнмалли çурт-йĕр хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен” саккунĕнче çул çитмен пиллĕк тата ытларах ачаллă çемьесен ЧР патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен социаллă найм килĕшĕвĕпе хваттер илмелли правине çирĕплетнĕ.

"Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси çинчен” саккунпа килĕшÿллĕн Чăваш Енри нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр майпа харпăрлăха çĕр лаптăкĕсем парассине çирĕплетнĕ.

Çавăн пекех "Чăваш Республикинчи тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ çинчен” саккун та асăннă категорисене çăмăллăх парать. Хăйсемпе пĕрле пурăнакан, çул çитмен виçĕ е ытларах ачаллă граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ параççĕ.

Çапла вара нумай ачаллă çемьесене патшалăх енчен пулăшас тĕлĕшпе республика шайĕнче çирĕплетнĕ нормăпа право никĕсĕ федераци тата Чăваш Ен саккунĕсенче палăртнă социаллă хÿтлĕхе туллин тивĕçтерет. Прокуратура органĕсем нумай ачаллă çемьесене хÿтĕлес, вĕсен прависене тивĕçтерес ыйтусемпе тимлĕ.

Тĕслĕхрен, 2014 çулăн пĕрремĕш çурринче республикăри хуласемпе районсенче муниципалитетсен асăннă йышши çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тÿлевсĕр тивĕçтерес тĕлĕшпе хатĕрленĕ право акчĕсене протестленĕ. Çав документсенче нумай ачаллă çемьесем муниципалитет сĕннĕ çĕр лаптăкне илме виçĕ хут хирĕçлесен е палăртнă вăхăтра заявлени çырса памасан вĕсене ятарлă реестртан кăларса пăрахма палăртнă. РФ Çĕр кодексĕн 28 статйин 2 пунктĕнче вара нумай ачаллă çемье çĕр лаптăкне харпăрлăха тÿлевсĕр илессине гарантиленипе пĕрлех граждансен çак категорийĕн çĕр лаптăкне харпăрлăха иличченех тивĕçлĕ шутра тăмалли правине çирĕплетнĕ.

Прокуратура çине тăнă май муниципалитетсен нормăпа право акчĕсене федераци саккунĕсемпе çураçтарнă, нумай ачаллă çемьесен прависене шанчăклă хÿтĕленĕ.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.