Нумай ачаллă 3,6 пин çемьене çĕрпе тивĕçтернĕ

10 Чÿк, 2015

Чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Канашлăва хутшăннисем 2015 çулта муниципалитет йĕркеленĕвĕсем 2013-2017 çулсенче республикăн «Граждансене Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă ишĕлме пултаракан çуртсенчен куçарасси» адреслă программине мĕнле пурнăçланине сÿтсе явнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - хăш-пĕр муниципалитет граждансене япăхса çитнĕ çуртсенчен куçарас ĕçе ăнăçлă вĕçленĕ, хăш-пĕрисенче палăртнă тĕллевсене пурнăçлаймаççĕ, çакă республика программин пĕтĕм­летĕвне витĕм кÿрет.

Строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Герасимов граждансене ишĕлме пултаракан çуртсенчен куçарнине пĕтĕмлетнĕ. Программăна пурнăçлама уйăракан укçан пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 5 млрд та 86 млн тенкĕпе танлашать. 2013-2017 çулсенче Чăваш Енре кивĕ 853 çурта пăсма палăртнă, вĕсенче 13,2 пин çын е 4925 çемье пурăнать.

2015 çулта программăн II тапхăрĕ пурнăçланать, çак вăхăтра ишĕлме пултаракан 207 çуртри 3023 гражданина е 1130 çемьене куçарма пăхнă. Паянхи кун тĕлне 491 çуртри 1262 çынна /42:/ куçарнă. Программăн II тапхăрне пурнăçлассине Элĕк, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шăмăршă районĕсем тата Канаш хули туллин вĕçленĕ.

Ытти 13 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче программăна малалла пурнăçлаççĕ. Хальхи вăхăтра Программăн III тапхăрне /2015-2016 çулсем/ пурнăçлама тытăннă, ун тăрăх 244 çуртри 2761 гражданина /1091 çемьене/ куçарма пăхнă.

«Граждансене кивĕ çуртсенчен куçармалли программа валли палăртнă чухлĕ укçа уйăраççĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин çемьесене ишĕлме пултаракан çуртсенчен куçарас ĕçе 2017 çулччен вĕçлеме хушнине, хамăрăн граждансен умĕнчи обязательствăсене пирĕн пĕр чăрмавсăр пурнăçламалла», - тенĕ Михаил Игнатьев муниципалитетсен пуçлăхĕсене.

Александр Герасимов пĕлтернĕ тăрăх - муниципалитет йĕркеленĕвĕсен администрацийĕсем ăшăпа тивĕçтерекен организацисемпе пĕрле парăмсем тĕлĕшпе тухса тăнă лару-тăрăва йĕркелемешкĕн мерăсем йышăнаççĕ, çав шутра çутçанталăк газĕшĕн пухăннă парăмсене татмалли графиксене палăртаççĕ.

Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем 2015 çулта нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем памалли плансене мĕнле пурнăçлани çинчен Чăваш Республикин Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсем енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Наталья Тимофеева доклад тунă. Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче çĕр лаптăкĕ илме нумай ачаллă 6550 çемьене /çул çитмен 3 е ытларах ачаллă çемьесен 60:/ шута илнĕ. 3626 çемьене /55:/ çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ. 3146 çемье /87:/ çĕре харпăрлăха илни çинчен документсем хатĕрленĕ.

Улатăр, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсенче шута илнĕ нумай ачаллă çемьесене пурне те çĕрпе тивĕçтернĕ. Канаш, Çĕмĕрле, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Çĕрпÿ районĕнче ку ĕç япăх пырать. «Пирĕн тĕллев - нумай ачаллă çемьесен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатасси», - тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл влаç органĕсен ертÿçисене нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем парассине тĕрĕслесе тăма хушнă.

А.ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.