Новодевичье масарĕ

Новодевичье масарĕ тахçанах уçă тÿпе айĕнчи музей пулса тăнă. Пĕрисем халăха унта ушкăнпа çÿреме чармалла тесе шутлаççĕ. Вилнисен тăванĕсем хурланса асăнма килеççĕ, юнашарах туристсем шапăлтатса çÿреççĕ. Çапах та экскурсоводсем çирĕплетнĕ тăрăх — ку масара хупмĕç.

Ельцин палăкĕ

Тĕп аллейăна кĕнĕ çĕрте — сувенирсем сутакан ларек. Масарăн план-схемине 150 тенкĕлле туянма пулать, кунтах — паллă çынсен сăнĕсене ÿкернĕ открыткăсем, календарьсем...

Акă «шапăлти» пĕрремĕш делегаци те. 30 çынран тăракан ушкăн, акăлчанла калаçакансем. Ельцин вилтăпри патнелле утаççĕ. Туристсем куçаруçа тимлĕ итлеççĕ. Çакăн хыççăн Раиса Горбачева еннелле çул тытаççĕ, унăн вилтăпри инçех те мар.

Ют çĕршыв турисчĕсемпе пи­рĕн­нисен хушшинче уйрăмлăхĕ мĕнре-ха? Пĕрремĕшĕсем политиксемпе çыравçăсем патĕнче пулаççĕ, иккĕмĕшсем юратнă артистсене пуç таяççĕ.

Астăватăп-ха, пĕррехинче çакна сăнарăм: 70 çулсенчи арçын Никулин монуменчĕ умне чечек çыххи хучĕ, нумай вăхăт ăшшăн пăхса тăчĕ. Кăштахран вăлах Ельцин палăкĕ патĕнчен чарăнса тăмасăрах иртсе кайрĕ, сурса хăварчĕ тата.

Людмила Гурченко патне çÿреç­çĕ. Шурă мрамор статуя: çăлтăр чĕрĕ чухнехи пекех. Масар сотрудникĕсем каланă тăрăх — Людмила Марковна вилтăпри çине пуринчен те ытларах çÿреççĕ. Унăн пултарулăхне килĕштернĕ хĕрарăмсем канмалли кунсенче кашни эрнерех тирпейлеççĕ. Тусанне сăтăраççĕ, шаннă чечексене пуçтараççĕ, çĕннисене вырнаçтараççĕ. Легендăна кĕрсе юлнă Штирлиц — Вячеслав Тихонов — умĕнче те чечек нумай.

Палăксем тĕрлĕрен кунта. Михаил Ульяновăн питĕ пысăк. Сергей Бондарчукăн çав тери сăпайлă плита çеç, палăкĕ çук.

2 çул каялла вилнĕ Александр Починокăн палăкĕ пĕлтерĕшлĕ: çĕнтерÿ турри, мундир тата карттус — патшалăх службин символĕ. Виктор Черномырдин вилтăпри çинче турăш нумай.

ИСТОРИ

Çак масар мăнастир çумĕнче йĕркеленнĕ, кунта манашкăсене пытарнă. Каярах Новодевичье çăви çинче патша йăхĕнчи çынсем, патшалăхăн паллă çыннисем канлĕх тупнă.

20-мĕш ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче анлă юсав ĕçĕсем пынипе ĕлĕкхи вилтăприсем сыхланса юлман.

Мăнастир территорине ЮНЕСКОн Пĕтĕм тĕнчери еткерлĕх-списокне кĕртнĕ.

Хрущев пуçĕ

— Паллах, Новодевичье масарне туристсемшĕн хупмалла мар, хупмаççĕ те ĕнтĕ ăна, — шантарсах калаçрĕ Раиса Елисеева экскурсовод. — Кунта — истори, литература... Çынсен тишкермелле, тĕпчемелле, çак ятсене туймалла.

— Толя патне туристсем те çÿрени манăн кăмăла çĕклет. Эппин, манмаççĕ, асра тытаççĕ, — тет легендăна кĕрсе юлнă Сухов юлташăн — Анатолий Кузнецовăн — мăшăрĕ Александра Ляпидевская. Нумаях пулмасть вăл мăшăрне асăнса палăк лартнă. — 70-мĕш çулсенче масара хупнăччĕ. Каярах уçрĕç. Туристсем йĕркеллĕ ушкăнсемпе çÿреççĕ: автобус, малтанах хатĕрленĕ программа. Китайран килекен ушкăнсем йышлă, кашни 15 минутра кунта пулаççĕ. Сталин мăшăрĕн Надежда Аллилуевăн вилтăпри çине вĕсем час-часах килеççĕ — Китайсем вăрттăнлăхпа çыхăннă историсене уйрăмах килĕштереççĕ. Паллах, ют çĕршыв çыннисем тĕнчипе паллă Гоголь, Булгаков, Чехов, Ростропович ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăнсенче те пулаççĕ.

— Хрущевăн палăкĕ хăрушла — пуçĕ постамент çинче, — тетĕп Раиса Елисеевăна.

— Эппин, Эрнст Неизвестный скульптор Никита Сергеевич сăнарне çапларах курнă. Маншăн вăл чиперех пек туйăнать.

— Палăксем пирки мĕнлерех шухăшлатăр? Нумайăшĕ ахаль кăна плитаран ытларах тивĕçлĕ вĕт.

— Булгаковăн плита та çук, чул çеç. Чапли тата мăнаçли пулни пĕлтерĕшлех мар. Вилтăприне хăть тирпейлесе тăрасчĕ.

— Тĕп аллейăра апат сутакан киоска кам вырнаçтарнă?

— Манăн кунта ыйтусем çук. Новодевичье масарне çынсем уçăлса çÿреме те пыраççĕ вĕт. Тĕрĕссипе, столовăй уçмалла. Кунта килекенсене бутербродпа шыв мĕншĕн сĕнес мар?

Виктория КАТАЕВА

Новодевичье масарне А.Райкина, Ф.Шаляпина, И.Ильфа, А.Папанова, В.Маяковские, К.Лучкона, М.Бернеса, О.Янковские, О.Ефремова, Л.Зыкинăна, З.Космодемьянскаяна, И.Смоктуновские, И.Левитана, А.Бартона, И.Дунаевские, Л.Руслановăна тата ыттисене пытарнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.