«Чĕрĕ-сывах çаврăнса çитрĕм...»

14 Ака, 2015

Вăрçă - шелсĕр, вăрçă - хĕрхенÿсĕр. Вăл хăйĕн вутĕнче арçынсене çеç мар, хĕрарăмсене, çитĕнсе çитмен ачасене те çунтарнă. Чылайăшĕ пурнăç илемне курмасăрах кĕлленнĕ. «Тĕнче çаплах хĕсĕрленчĕ-ши, салтак аттине чечек пек хĕрсене тăхăнтартма тытăнчĕç те...» - куççулĕпе çăвăнать пĕр кинофильмра амăшĕ юратнă хĕрне çара ăсатнă май...

«Хам ĕçлекен шкулта эпĕ виçĕ çул ытла вăрçăра зенитчица пулни çинчен пĕлместчĕç. Никама та каламан эпĕ кун çинчен. Хăшпĕр карма çăвар: «Вăрçă вăхăтĕнче салтакра пулнă хĕрсем çапăçман та вĕт вĕсем, офицерсен тÿшекне ăшăтакансем çеç пулнă», - тени чĕрене çуратчĕ. 1965 çулта Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 20 çул çитнине халалласа медаль пачĕç. Ялсенче вăрçăра пуç хунă салтаксене асăнса палăксем ларма пуçларĕç. Майăн 9-мĕшĕ праçник тесе митингсем ирттерме тытăнчĕç. Пире те, вăрçă çулĕсенче хĕр-салтак пулнăскерсене, хисеп туса уявсене чĕнме пуçларĕç». Çак сăмахсене аннен аппăшĕ, Тутарстанри Чăваш Çĕпрелĕнче пурăнса ирттернĕ, шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ Г.Г.Годунова каланăччĕ.

Хĕрарăмсене вăрçа илесси 1941 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнчех пуçланнă. Вĕсем ПВОра, автотранспортра, шалти сыхлав çарĕсенче, çыхăну йĕркелессинче, госпитальсемпе лазаретсенче тăрăшнă. 1942 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче ВЛКСМ Тĕп комитечĕн чĕнĕвĕпе 19 çултан пуçласа 25 çулчченхи 100 пин хĕре Хĕрлĕ Çара илнĕ. Камсем пулнă-ха вĕсем çарта? Телефонист, повар, кĕпе-йĕм çăвакан, санитар, медсестра, фельдшер, шофер, слесарь, артиллерист, пулеметчик, автоматчик, матрос, снайпер, танкист, летчик, тинĕс пехотинецĕ, разведчик, политрук, командир... Ытларахăшĕ госпитальсенче, лазаретсенче вăй хунă. Партизан отрячĕсенче çапăçнисем те - нумайăн. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.