Тухтăрсем - сывă пурнăç йĕркишĕн

11 Ака, 2015

Ака уйăхĕн 7-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунĕ. Кăçалхипе ăна утмăл пиллĕкмĕш хутчен паллă турăмăр. Раççейре харпăр хăй сывлăхне сыхлама чĕнсе каланă май «Сывă пулма вăхăт!» акци йĕркеленĕ. Пирĕн республика та унта хастар хутшăнать.

Уява халалласа çак кун республикăра тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Вĕсенчен пĕри шурă халатлисене Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменне йыхравларĕ. Кунта сывлăх сыхлавĕн тĕрлĕ учрежденийĕнче ĕçлекенсен пултарулăхĕпе паллашма май пулчĕ. Республикăри чи лайăх агидбригадăсем пуçтарăнса пĕр-пĕринпе тупăшрĕç. «Эпир сывă пурнăç йĕркине суйлатпăр» - çапла чĕнсе каларĕ кашни ушкăн.

- Сывлăх - эпир сирĕнпе операци сĕтелĕ умĕнче тăни çеç мар. Вăл пациент пирĕн пата киличчен чылай малтан пуçланать. Çавăнпах эпир те, медицина ĕçченĕсен çарĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмаллине хамăрăн тĕслĕхпе çирĕплетсе урама тухатпăр, утатпăр, чупатпăр, спортпа туслашатпăр. Акă паян пач урăх конкурсра тупăшатпăр, - терĕ сывлăх министрĕ Алла Самойлова пухăннисене саламласа.

Пирĕн тухтăрсем эмелпе те ăшă сăмахпа сыватма çеç мар, юрлама-ташлама та ăста. Хăшĕ пултаруллăраххине палăртма та хĕн. Çавăнпах тÿресем нумай тавлашнă-сÿтсе явнă хыççăн çеç виççĕмĕш вырăна Шупашкарти Васкавлă медицина пулăшăвĕн больниципе Кÿкеçри ăс-тăн енчен чирлĕрех ачасен интернатĕнче ĕçлекенсене пачĕç. Иккĕмĕш вырăна Хулари стоматологи поликлиникинче тăрăшакан çамрăксем тухрĕç. Çĕнтерÿçĕ ятне Çĕрпÿ районĕнчи тĕп больницăра тăрăшакан коллектив тивĕçрĕ. «Хăвăнтан пуçла» ят панă вĕсем командăна. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, спортпа туслашма чи малтанах тухтăрсен те тĕслĕх кăтартмаллине хăйсем çинче чăннипех çирĕплетрĕç Çĕрпÿ тухтăрĕсем.

Çак уяврах республикăри çĕнĕ конкурсăн çĕнтерÿçине те палăртрĕç. 2014 çулти кăтартусемпе «Чи лайăх терапевт/пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ /çемье тухтăрĕ/ - диспансеризаци йĕркелÿçи» ята Канаш район тĕп больницин Вăтакас Татмăшри уйрăмĕн ĕçченĕ Екатерина Кириллова тивĕçрĕ. Таврари çичĕ ялти 1,5 пине яхăн çынна сиплет вăл.

Татьяна НИКОЛАЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.