Икĕ Аслă Уяв - пĕр кунра
Нихăçан манăçми 1961 çулхи апрель уйăхĕн 12-мĕш кунĕ пирĕн пурнăçа халăх ăс-хакăлĕн тата ăслăлăхăн чи пысăк ÿсĕмĕ евĕр яланлăхах кĕрсе юлчĕ. Пĕтĕм тĕнчене чăннипех тĕлĕнтернĕ çав пулăм хыççăн 54 çул иртрĕ пулин те вăл çаплипех ĕнерхи кун пек туйăнать.
Совет Союзĕн мухтавлă ывăлĕ Юрий Гагарин Çĕр-планетăмăрăн туртăмне парăнтарса унăн орбитинче хывнă çула халĕ ыттисем малалла тăсаççĕ. Паянхи кунччен тĕрлĕ çĕршывăн 521 космонавчĕ-астронавчĕ тĕнче уçлăхĕнче эрнерен пуçласа çулталăк таран тĕпчев-сăнав ирттерчĕ, ăслăлăха пысăк тÿпе хыврĕ. Çак йышран 56-шĕ - хĕрарăм-космонавт. Вĕсенчен уçă космосра ĕçлекенсем те пулнă. Çапах та, кирек мĕнле виçсе хакласан та, эпир тĕнче уçлăхĕнче тунă çитĕнÿсен картне хальлĕхе нихăш çĕршыв та улăхайман-ха. Пĕр пĕчĕк тĕслĕх çеç, «Мир» станцире ĕçленĕ Валерий Поляков космонавт тĕнче уçлăхĕнче 437 талăк та 7 сехет пулнă. Сергей Авдеев космонавт вара тĕнче уçлăхĕнче хăйнеевĕр рекорд тунă - пурнăçĕнчи 747 талăка тĕпсĕр уçлăха тĕпчессине халалланă. Орбитăра вăрах ĕçленĕ станци те пирĕнех - «Мир» станци. Çак комплекс 105 космонавта йышăннă.
«Космос ĕмĕрĕн» малтанхи çулĕсенче Совет Союзĕ чăннипех çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ турĕ, 1962 çулхи август уйăхĕн 11-мĕшĕнче пирĕн мухтавлă халăхăмăрăн паттăр ывăлĕ Андриян Николаев, кăштахран унпа пĕрлех Украина кăйкăрĕ Павел Попович пĕрлехи вĕçевре пулчĕç. 1963 çулхи июнь уйăхĕн 16-мĕшĕнче тĕнче уçлăхĕ пĕрремĕш хут хĕрарăма - Валентина Терешковăна - йышăнчĕ. 1964 çулхи октябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Байконур космодром пирвайхи хут виçĕ çынлă экипажа ăсатрĕ.
1965 çулхи март уйăхĕн 18-мĕшĕнче Алексей Леонов космонавт уçă космоса тухрĕ. Каярахпа Совет Союзĕ пулăшнипе Чехословаки, Болгари, Венгри, Куба, Вьетнам, Монголи, Инди тата ытти çĕршыв хăйсен космонавчĕллĕ пулчĕç. Халĕ акă Китай тĕнче уçлăхне хăй тĕллĕн тĕпчеме пуçларĕ.
«Хĕрĕх виçĕ çул каялла Совет Союзĕ тĕнче уçлăхĕнчи тупăшура çĕнтерчĕ», - çак ятпа 2004 çулхи апрель уйăхĕн 12-мĕшĕнче ют çĕршывсенчи массăллă информаци хатĕрĕсенче чылай материал пичетленсе тухрĕ. Вĕсене çиелтен кăна тишкерес пулсан та статьясенчи тĕп шухăш американсен мăнаçлăх туйăмне С.Королев академикпа унăн ĕçтешĕсем самаях туймалла пусарнине палăртать. Пирвайхи хут наука-техника прогресĕн тĕлĕнтермĕшĕ - этем тытса пыракан космос карапĕ орбитăна тухса çĕр тавра пĕр хут вĕçсе çаврăннă кун пичет тата электронлă информаци хатĕрĕсен сайчĕсемпе «Историри çак кун» рубрикинче «Совет Союзĕ» тата «Гагарин» сăмахсем янăранă. Çав вăхăтрах НАСА /АПШăн космос тĕпчевĕн центрĕ/ çĕнĕ хыпарсен ярăмĕнче апрель уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ уява - Гагарин вĕçевĕ 43 çул тата «Шаттл» карап пĕрремĕш вĕçеве тухнăранпа 23 çул çитнине - паллă тăвать тесе çак пулăмăн пĕлтерĕшне ун чухне «шайлаштарма» хăтланчĕ. Çур ĕмĕр ытла каярах икĕ суперпатшалăх тĕнче уçлăхне тĕпчес енĕпе пуçарнă тупăшăвăн «çивĕчлĕхĕпе хĕрÿлĕхĕ» самай тамалчĕ пулин те - пач «сÿнмен-ха». Мĕншĕн тесен çак «тупăшу» çĕршывсен хăватлăхне палăртакан хăйнеевĕр индикатор пекех.
Тĕнче уçлăхне тĕпчесси - питĕ хаклă пулăм. Сăмахран, акă, паянхи кун пĕр килограмм тиеве тĕнче уçлăхне кăларса унти комплекса çитерме тăватă килограмм ытла ылтăн хакĕ тăкакланать. Хак çинчен сăмах пуçартăмăр пулсан çакна асăнни вырăнлă, Раççей Федерацийĕ тĕнче уçлăхне кăçал тĕпчеме 15 млрд тенкĕ уйăрнă, çав вăхăтрах АПШ çĕр тулашĕнчи проектсене пурнăçа кĕртме кашни çул 15 млрд çурă доллар палăртать. Енчен тенкĕпе доллар хушшинчи уйрăмлăха шута илсен пирĕн çĕршывăн çак тĕллевпе усă куракан бюджечĕ Америкăринчен мĕн чухлĕ пĕчĕкреххине вулакан эпĕ каламасăрах ăнланĕ.
Пирĕн мăнаçланмалăх сăлтав пур, Чăваш Ен çĕрĕ тĕнче уçлăхне парăнтарнă икĕ улăп-паттăра - А.Г.Николаевпа Н.М. Бударина, чăвашпа вырăса, - çуратса ÿстернĕ, виççĕмĕшне - М.Х.Манарова, Дагестанри лак халăхĕн ывăлне - космоса çĕкленме хăват панă. Космонавтика кунне халалласа историре манăçми йĕрпе çырăнса юлнă çак кун республикăмăрта тĕрлĕ мероприяти иртĕ. Паллах, тĕп уяв Шуршăлти Космонавтика музейĕн мемориал комплексĕнче, Шупашкарти Ю.А.Гагарин тата А.Г.Николаев палăкĕсен тÿремĕнче пулĕ. Унта республикăри ял-поселоксенчен, шкулсемпе аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен, ытти çĕртен вун-вун делегаци çитĕ, çăлтăрсем витĕр йывăр та тумхахлă, çав вăхăтрах мухтавлă çул хывнă Андриянăмăр, унăн ĕçтешĕсем çинчен ытларах пĕлĕ. Чăваш Енри çамрăк космонавтсен отрячĕсен ертÿçисем, космонавт-ентешсен паттăрлăхĕпе хавхаланнă чăваш-вырăс тата ытти наци ачисем, Хусан авиаци институтĕнчен вĕренсе тухнисен ассоциацийĕн представителĕсем, Байконур, Свободный, Капустин Яр тата Плесецк космодромсенче хĕсметре тăнă ветерансем паллă ентешĕмĕрĕн вилтăприйĕ умĕнче пуç тайĕç, унăн ырă тĕслĕхĕпе малалла, ĕмĕт-тĕллев патне ăнтăлса утма сăмах парĕç.
Календарьте çак куна хĕрлĕ тĕспе палăртман. Апла пулин те апрель уйăхĕн 12-мĕшĕнче - пысăк уяв. Тĕнче уçлăхне парăнтарассишĕн ĕçлекен çĕр-çĕр çыншăн кăна мар, хăйĕн ывăл-хĕрне çăлтăрсем патне ăсатнă халăхсемшĕн те, çĕршывшăн та. Пайăррăн илсен - маншăн та. Мĕншĕн тесен хăй вăхăтĕнче эпĕ те çак ĕçе хамăн пĕчĕк çеç тÿпене хывнă-çке, çар хĕсмечĕ Байконурта иртнĕ тапхăрта ыттисемпе пĕрле темиçе экипажа уçлăха ăсатма хутшăннă.
Шухăшăма Раççей Геройĕн, космонавт-сăнавçăн, ентешĕмĕрĕн Николай Бударинăн сăмахĕпе пĕтĕмлетес килет, «Эпир вĕсен, тĕнче уçлăхне пĕрремĕш парăнтарнă космонавтсен, паттăрлăхĕпе мăнаçланса ÿснĕ, вĕсен тĕслĕхĕ пирĕн ĕмĕтсене çунатлантарнă. Каярахпа, хамăр та çак йыша кĕрсен, пирĕншĕн Вĕрентекенĕмĕрсем /çак сăмаха мĕншĕн пысăк саспаллирен çырнине вулакан ăнланчех ĕнтĕ/ аслă юлташăмăрсен йышĕнчеччĕ...»
Вĕсен тĕслĕхĕ çитес ăрусене те çунатлантарĕ.
Комментари хушас