Тимӗр купăс
Тимĕр купăс /варган/ тĕнчери нумай халăхăн пур. Саха /Якути/ Республикинче тĕнчери пĕтĕм халăхсен хомус /варган/ музейĕ те ĕçлет.
"Варган /грек сăмахĕ - орудие, инструмент/ - чĕлĕхлĕ музыка инструменчĕ, лаша таканĕ евĕрлĕ, ун çумне хурçă чĕлĕх çыпăçтарса хунă" /Музык. словарĕ/. Тимĕр купăс хăй тĕллĕн янăракан туртăçлă музыка хатĕрĕ. Урăхларах ячĕсем - "пăнкăлти”, "вăрăмтуна”. Тимĕр купăс сасси каланă чухне вăрăм туна сассине аса илтернĕ пирки хăшпĕр ялта "вăрăмтуна” теççĕ. В.Павлов ку музыка хатĕрне каламалли мелне кура хăй тĕллĕн янăракан музыка хатĕрĕсен ушкăнне кĕртнĕ. Вăл çапла çырнă, "Кунта тутапа каламалли орган çинчен çырнă. "Ăна "варган" тенĕ. Хăй вăхăтĕнче ĕлĕк авалах, чăваш халăх хушшинче анлă сарăлнă инструмент.
Тĕпчевçĕсем "тимĕр” ытти халăх хушшине сăмах китай халăхĕнчен сарăлнă пулĕ тесе шухăшлаççĕ. "Купăс”, "кобус”, /"кобуз”/, /"кумыз”/, /"хуур"/, /"хăпăр”/ сăмахсемпе Тĕп Азирен пуçласа Европа таранах музыка инструменчĕсене паллă тума, ушкăна палăртма усă курнă. Е.П.Казаков пĕлтернĕ тăрăх - çак инструментсем Уралтан Хĕвеланăç еннелле хальхи эра пуçламăшĕнче сарăлма пуçланă. Хĕвелтухăç Европăна гунсен тапхăрĕнче этника ушкăнĕсем, тĕрĕксем, угорсем, тен, самодийсем илсе килме пултарнă. Вăлах палăртса çапла хăварать, "Малтанхи Пăлхар патшалăхĕнче те çак инструментпа анлă усă курнă. Археологсем чавса тĕпчесе, тишкерсе пĕлнĕ, çирĕплетнĕ тăрăх - Пăлхар патшалăхĕнче музыка хатĕрĕ хăй тĕллĕн янăракан туртăçли тимĕр купăс пулнă".
Г.Ф.Миллер 18 ĕмĕрте чăвашсен музыка хатĕрĕ пирки çапла çырнă, "Чăвашсен тăтăшах çаксем тĕл пулаççĕ, варган... вĕсем ăна чăвашла "кобас” теççĕ". В.М.Кривоносов 1939 çулта çапла палăртать, "Миллер асăнса хăварнă инструмент, унпа Хусан кĕпĕрнинче 18 ĕмĕрте чăвашсем анлă усă курнă, хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче эпĕ сăнанă тăрăх халăх хушшинче курăнмасть". Пăлхар вăхăтĕнче аталаннă ювелир искусстви тата тимĕр, пăхăр шăратасси 17 ĕмĕртен пуçласа манăçа тухса пырать.
1987 çулта Елчĕкре пурăнакан П.Печков каласа панă тăрăх - вĕсем патĕнче ку музыка хатĕрне "пăнкăлти” е "тимĕр купăс” теççĕ. Вăл пĕчĕккĕ чухне çамрăксем урамра, ваттисем ĕçке-çикĕре тимĕр купăс /варган/ тата сĕрме купăс /скрипка евĕрлĕ/ каласа ташланине, юрланине ас тăвать. Ăна тата ытти йăла-йĕркере усă курнă. 1930 çулччен пасарсенче сутнă, колхозсем йĕркеленсен сутма пăрахнă.
Ку музыка хатĕрне тума ытларах тимĕр, хурçă каять. Хăшпĕр ăста пăхăр ирĕлчĕкĕпе усă курать. Авал йывăçран та, шăмăран та ăсталанă.
Халĕ тимĕр купăса тимĕр пралукран лаша таканĕ евĕр авса тăваççĕ. Вĕçĕсене малалла шĕвĕртсе, тутапа хĕстерсе каламалли тÿрĕ, пĕр шайлă, пĕр хушăллă икĕ хурçă тăваççĕ. Пĕр шайлă икĕ тимĕр хурçă хушшине çÿхе хурçă чĕлĕх çыпăçтараççĕ, тепĕр вĕçне çекĕл туса аваççĕ. Икĕ хурçăна туртапа кăштах хĕстереççĕ те чĕлĕхне хускатма пуçласа çăвара пысăклатса е пĕчĕклетсе тĕрлĕ сасă кăларса пĕр-пĕр кĕвĕ калама пуçлаççĕ. Хальхи вăхăтра çак музыка хатĕрне ăсталакан, инструментăн ĕмĕрне тăсакан Палтай Некуçне /Н.Балтаев/ палăртса хăвармалла.
Виктор ЧЕРНОВ
Комментари хушас