Утюга мĕнле тасатмалла?
Хальхи вăхăтри çĕнĕ технологипе тунă утюгсене те тĕпне çунасран хÿтĕлесех пĕтереймеççĕ. Паллах, утюг тĕпĕ таса мар чухне япалана якатасси кăткăсланать. Эппин, ăна тасатмах тивет.
Утюгри шыв лĕкĕленнин тата утюг тĕпне çуннин сăлтавĕсене пăхатпăр.
- Утюгри шыв лĕкĕленнин тĕп сăлтавĕ - япалана пĕрĕхме утюга мĕнле шыв тултарнинче. Тĕрĕссипе утюга шыв тултарнă чухне шыв мĕнли пирки шутласах та каймастпăр - таса пултăр çеç. Шыв пăрăхĕнчен е çăлтан - пурпĕрех. Тĕрĕссипе вара хулари шыв пăрăхĕсенчен юхакан шывра та тасатмалли япала е ытти минераллă хутăш сахал мар. Çăлтан ăснă шывра та лĕкĕленекен япаласем çителĕклех. Çавăнпа утюга яланах вĕресе сивĕтнĕ шыв ямалла.
Утюг тĕпĕ çунса хуралассин сăлтавĕ те тĕрлĕ.
- Нумай чухне эпир япалана якатма утюга кирлĕ температурăран вăйлăрах хĕртетпĕр.
- Çуса типĕтнĕ япалара мĕн чухлĕ те пулин порошок, чÿхемелли хутăш юлатех. Хытă хĕртнипе вĕсем утюг тĕпне çунса çыпçăнаççĕ.
- Утюг тĕпĕнчи шăйрăксем те тĕпне çунтарма пулăшаççĕ.
Халĕ утюга мĕнле тасатмаллине пăхса тухăпăр.
Чейниксене шыв лĕккинчен тасатмалли порошока е шĕвеке туянмалла. Инструкцире çырнă виçене шывра ирĕлтермелле те утюга тултармалла. Сăмсине çÿлелле туса утюга хытă вĕрилентерме лартмалла. Шыв пăсланса пĕтиччен тытмалла, вĕретсе сивĕтнĕ шыв ямалла, таса, кирлех мар катанпир пусма таткине 2 минут утюгламалла. Утюг ăшĕ тасалса çитиччен /2-3 хут/ çак ĕçе тумалла.
Утюг тĕпне тасатасси вăл мĕнрен пулнинчен те килет. Çак меслетсем пурне те юрăхлă.
- Утюг тасатмалли ятарлă кăранташсем. Вĕсем керамика тĕпе те, ытти валли те юраççĕ. Инструкципе килĕшÿллĕн тасатмалла.
- Апат содипе шывран пăтă пек хутăш тумалла, кăшăркка пусма таткипе утюг тĕпĕнчи вараланчăк тĕлсене сăтăрса тасатмалла, шывпа çуса ямалла.
- Вĕретсе илсе лĕплентернĕ шыва пĕр пек виçепе лимон сĕткенĕ хушмалла, таса татăкпа йĕпетсе утюга сăтăрмалла.
- Шăл тасатмалли пастăпа нÿрĕк пусмапа сăтăрмалла.
- Вĕри утюгпа уксуспа йĕпетнĕ пусмана якатмалла.
Нихăçан та утюг тĕпне пралук мунчалапа, çĕçĕ вĕçĕпе ан хырăр. Утюг тĕпĕ часах юрăхсăра тухма пултарать.
Комментари хушас