Ырă пулăм: Канаша аталантарма - 605,5 млн тенкĕ!

31 Пуш, 2015

Юлашки çулсенче Раççейри хуласене патшалăх пулăшăвĕпе уйрăммăн аталантарасси вăй илет. 2010 çулта 35 монохула шутне Çĕнĕ Шупашкар та кĕнĕ, 3 млрд тенке яхăн илнĕ, çав шутран 1,5 млрд - федераци хыснинчен. Тепĕр çулхине Раççейри 15 монохула йышне кĕме Улатăр тивĕçнĕ, унта федераци бюджетĕнчен 175,93 млн тенкĕ куçнă. Инвестицин 3 проектне пурнăçлама 577 млн тенкĕ кайнă, çав шутра республика хыснинчен - 386 млн тенкĕ. Вырăнти бюджет 15,5 млн тенкĕ уйăрнă. Чăваш Ен патшалăх пулăшăвне тивĕçес тĕллевпе 6 хулана - Çĕнĕ Шупашкара, Улатăра, Канаша, Çĕмĕрлене, Етĕрнене тата Сĕнтĕрвăррине - программăна кĕртме заявка панă. Иккĕшĕнче палăртнă тĕллеве пурнăçланă ĕнтĕ.

Пĕлтĕр Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата Правительство инвесторсене илĕртсе çĕршыври монохуласенче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тума, экономикине, инфратытăмне аталантарма палăртнă. Çав тĕллевпе октябрьте коммерциллĕ мар «Монохуласене аталантармалли фонд» йĕркеленĕ. Ун валли 2017 çулччен 29,6 млрд тенкĕ уйăрнă. Кăçал çав укçаран 8 млрд тенкипе усă курма палăртнă, 5 монохула - Канаш /Чăваш Ен/, Краснотурьинск /Свердловск облаçĕ/, Юрга /Кемĕр облаçĕ/, Надвоицы /Карели/, Чегдомын /Хабаровск крайĕ/ - пайлĕç ăна. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.