Ан тив, паттăр ята тивĕçеймен вăл...

24 Пуш, 2015

Хăй виличчен Иван Матросов журналист вăрçă темипе пысăках мар «Çĕнтерÿпе кĕт, аннеçĕм» ятлă кĕнеке пичетлесе кăларнăччĕ. Унти пĕр ярăмра хамăрпа юнашар çуралса ÿснĕ ентешсем - Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Чапкас ялĕнчи З.Зайдуллин, пирĕн районти Аслă Чурачăкри Н.Степанов, Аслă Çĕрпÿелĕнчи П.Северов, Канаш районĕнчи И.Иванов /ял ятне палăртман/ - çинчен çырса кăтартнăччĕ. Вĕсен шăписем те пĕрешкелех пулнă иккен. Тăваттăшĕ те вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн «Шупашкарти аэроклубран вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Алма-Атари авиаци училищинче вĕреннĕ. Вăрçă пуçланнă пирки, ахăртнех, унтан вĕсене васкавлă программăпа вĕрентсе кăларнă. Йăнăшмастăп пулсан, тен, çавăнпах лейтенант мар, аслă сержант ятне анчах панă. Тăваттăшне те хăйсене лайăх енчен кăтартнăран училищĕре инструктор пулма уйăрнă. Каярахпа çеç, хăйсем çине-çинех фронта яма рапорт çырнине кура, 1941-мĕш çулхи раштав уйăхĕнче каçхи бомбардировщиксен 662-мĕш авиаци полкне /Ленинград патĕнчи Волхов хули çывăхнерех/ илсе кайнă.

Петр Северов - манăн иккĕмĕш сыпăкри пичче, йышлă çемьере /тăватă хĕрпе тăватă ывăл пулнă вĕсен/ 1923-мĕш çулта çуралнă. Шкула çичĕ çултанах кайни çинчен паянхи кун пĕчченех тăрса юлнă йăмăкĕ каласа парать. Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Аслă Чурачăкри вăтам шкула çÿрет. Амăшĕ çак ялтанах пулнăран çывăх тăванĕсем патĕнче пурăнма май килнĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсенче сăвăсем те çырнине унăн тепĕр йăмăкĕ, пĕлтĕр 87 çул тултарса çĕре кĕнĕскер, каласа паратчĕ. Шел, хайлавĕсем упранса юлайман, И.Матросов журналиста та вĕсем кăсăклантарма пултарнă. Петя тетен фронтран янă çырăвĕсем те чылай пулнă-тăр, анчах паянччен упранса юлайман. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.