Надежда КИРИЛЛОВА: «Ăнтăлăва йĕплĕ пралуксем пăчăртарĕç»
Чăваш театрĕсенчи пурнăç çинчен артистсемпе режиссерсем хăйсем çырнă кĕнекесем нумай мар. Тани Юн, Зоя Ярдыкова, Геннадий Терентьев асаилнисене тата колхоз театрĕсем çинчен кăларнă кĕнекесене вуланăччĕ. Паллах, И.С.Максимов-Кошкинский, П.Н.Осипов, Г.В.Тал-Мăрса, М.Ф. Акимов-Аруй малтанхи утăмсене çутатни асра.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Надежда Кириллован «Щепкин шкулĕ. Пĕрремĕш чăваш студийĕ: кун кĕнекисем, çырусем, статьясем» /Чăваш кĕнеке кăларăшĕ, 2012, 384 с./ нумай сăнÿкерчĕклĕ, чăвашла тата вырăсла çырнă кĕнеки вĕсенчен тĕпренех уйрăлса тăрать.
Ăна Мускавра М.С.Щепкин ячĕллĕ театр аслă училищинче хăй 1978-1983 çулсенче вĕреннĕ чухне çырса пынă кун кĕнекинчен тата çырусемпе статьясенчен йĕркеленĕ. Надежда Мефодьевна юлашки вăхăтра чăваш театрĕн кунçулне тишкерсе тĕпчев ĕçĕсем пичетлесех пычĕ. 2014 çулта «Тăван Атăл» журналăн 10-мĕш кăларăмĕнче унăн «Пирĕн асăмри Айхи» асаилÿ статйи тухрĕ /«Чăваш сăмахĕн илем хисепне пире вĕрентекенсем виççĕнччĕ: Ева Николаевна Лисина, Геннадий Николаевич Айхи тата Геннадий Никандрович Волков»/. Çавна вулани мана артисткăн кĕнекине тепĕр хут тишкерсе тухма хистерĕ.
Студент чухне çырса пынисем, çырусемпе статьясем ыттисемшĕн кăсăк кĕнеке тумалăх пур-и вара? Пур иккен. Тата мĕнлерех-ха! Малалла вулас...
Комментари хушас