Ĕне хырăмне хăяр пăсмĕ

6 Пуш, 2015

Иртнĕ çул хăяр йăтăнса пулнăччĕ. Ниçта хума çуккипе питĕ нумай тăварларăм. Хамăр вара хĕл каçипе те темиçе банка кăна пушатрăмăр. Уксуспа тăварланă хăяра пĕтĕ ĕнене çитерме юрать-и? Ĕне июнь уйăхĕнче пăруламалла.

Нина Ильина. Сĕнтĕрвăрри районĕ, Этнескер.

- Хăвăра валли çиме тăварланă хăяр ĕне хырăмĕшĕн те пăсăк пулас çук. Хăяр шывĕ хырăмлăха лайăхрах ĕçлеттерме çеç пулăшĕ. Ăна шыва хушса памалла. Кунне пĕрер банка (3 л) çитерсен çитет, - тесе пĕлтерчĕ пире Юрий Николаев ветеринар. - Пăнтăхса кăвакарни кăна ан пултăр. Унсăрăн ĕне наркăмăшланма пултарать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.