- Чăвашла верси
- Русская версия
Амăшĕсене саламлать... сак тулли ачи-пăчи
Арçын хĕрарăмран нихăçан та тĕлĕнме пăрахаймасть. Черченскер пĕр вăхăтра темиçе ĕç тăвать: апат пĕçернĕ чухнех ачине сăнать, çав вăхăтрах телевизора куç хÿрипе те пулин пăхса илет... Политика тата çар енĕпе çеç мар, тÿрех виçĕ ĕç пурнăçлама пултарассипе палăрнă Гай Юлий Цезарьпе танлаштараççĕ кун пеккисене. «Хĕрарăм - ăссăр кайăк. Анчах вăл вĕçме мар, йăва çавăрма талпăнать», - тенĕ Макс Фрай. Çапла, хĕрарăм кил вучахĕн управçи, пурнăç тыткăчи. Уяв умĕн «Çамрăксен хаçачĕн» тĕпелне нумай ачаллă амăшĕсене чĕнтĕмĕр. Çавăн чухлĕ ачана ура çине тăратма, тивĕçлĕ воспитани пама епле хал çитереççĕ вĕсем?
Шанчăклă мăшăр юнашар чухне
Куславкка районĕнчи Юпсар ялĕнче пурăнакан Маркидановсем Мартăн 8-мĕшĕнче икĕ уява паллă тăваççĕ. Кăçалхи çак кун вĕсем çемье çавăрнăранпа 27 çул çитет. Мăшăр мĕншĕн шăпах уяв кунне суйланă-ха? Çакна вĕсем ятарласа туман - ăнсăртран пулса тухнă. Ирина Константиновнăпа Геннадий Николаевича Юпсар тăрăхĕнче питĕ хисеплеççĕ. Ахальтен мар вĕсем пĕлтĕр «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» ордена тивĕçнĕ. Мăшăр пĕр ялта çуралса ÿснĕ, ача чухне алăран тытăнса çÿренĕ, хăйăр купи çинче пĕрле вылянă, шкула та юнашар утнă... Туслăхран куçнă юрату тимĕр сăнчăртан та вăйлăрах пулнине çирĕплетекен тĕслĕх ку.
Çемье чăмăртасанах Ирина Константиновнăн çие юлнă. Варта тепĕр чун чĕри тапма тытăнсан мĕнле хĕрарăм ан хĕпĕртетĕр? Анчах тĕвĕленнĕ тĕпренчĕке кун çути курма пÿрменни пирки шухăшлама та пултарайман вĕсем. Ирина Константиновнăн 12-мĕш эрнере хырăм ÿкнĕ. Мăшăр питĕ пăшăрханнă. «Турă мĕн чухлĕ ача парать - пурне те çуратăпăр», - сăмах панă вĕсем хăйсене. Малалла вулас...
Комментари хушас