Сипленме патшалăх пулăшать
Республикăри сиплев учрежденийĕсенче страхланă çынсене медицина пулăшăвĕн хакĕ пирки кашнине уйрăммăн пĕлтермелли проекта пурнăçласси малалла тăсăлать. Поликлиникăра тухтăр йышăнăвĕнче пулнă, диагностика тĕрĕслевĕ хыççăн пациента обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн программипе килĕшÿллĕн пулăшу мĕн хакпа танлашнине çирĕплетекен справка параççĕ. Енчен те гражданин талăкĕпех ĕçлекен е кăнтăрлахи стационарта сипленнĕ-тĕк ĕçлĕ хута ун хыççăн тивĕçет.
Обязательнăй медицина страхованийĕн Чăваш Республикинчи территори фончĕн директорĕ Вячеслав Александров пĕлтернĕ тăрăх, çакă - финанс докуменчĕ мар, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернин хакĕ пирки пĕлтерни кăна. Конституци правипе килĕшÿллĕн кашни çын тÿлевсĕр пулăшупа усă курма тивĕç. Халиччен çапла пулнă, малашне те ку йĕрке улшăнмĕ. Анчах медицина пулăшăвĕ тÿлевсĕр тени вăл тăкаксăррине пĕлтермест.
Асăннă çĕнĕлĕхе Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2014 çулхи июль уйăхĕн 25-мĕшĕнчи 1788-мĕш хушăвĕпе пурнăçа кĕртеççĕ.
Тухтăрсем палăртнă тăрăх, çак справкăна пациентсем хăйсемшĕн патшалăх мĕн чухлĕ тăкакланине пĕлччĕр тесе параççĕ. Апла-тăк, пирĕнтен кашнийĕн хамăр сывлăх тĕлĕшпе яваплă пулмалла, чир-чĕртен сыхланас тĕллевпе тухтăрсем патне маларах каймалла.
Комментари хушас