Енчĕке çÿхетет... чир-чĕр

19 Нарăс, 2015

Республикăра грипп тата ОРВИ анлă сарăлнă. Шупашкарти шкулсем карантина хупăнчĕç. Хамăр, ачасем чирлесен тÿрех аптекăна чупатпăр. Кÿкеçри аптекăсенче те кăнтăр кунĕнчех черет, пурте эмел туянаççĕ. Аптруши, чир-чĕр çаклансан енчĕк самаях çÿхелет. Антибиотик, витамин, вируспа кĕрешекенни, пыра чÿхемелли... чи йÿннисене илес пулсан та 1000 тенкĕрен кая мар кирлĕ.

Импорт эмел хакланнипе пĕрлех хамăр çĕршывра туса кăларнисен те хакĕ сисĕнмеллех хăпарнă. Шупашкар хула администрацийĕ 8 аптекăри халăх уйрăмах туянакан 30 препарата эрнесерен тĕрĕслесе тăнинчен те курăнать çакă. Тĕслĕхрен, пĕлтĕрхи декабрĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи февралĕн 9-мĕшĕччен Циннаризин /25 мг/ 47% ÿснĕ, хулари вăтам хак - 28,06 тенкĕ* Папаверин /40 мг/ 3,5%, вăтам хакĕ - 7,23 тенкĕ. Унччен 50 тенкĕ те тăман препаратсем уйрăмах хакланнине палăртаççĕ: борăн спирт йÿçекĕ 29,9%, ÿслĕк тÿми 30,5%, валериана настойки 28,8%. Сăлтавне ăнланма пулать-ха: эмелсене чикĕ леш енчен кÿрсе килнĕ чĕр-тавартан тăваççĕ.

Пурнăçшăн уйрăмах кирлисем /ЖНВЛП/ тĕлĕшпе çирĕп йĕрке тунă темелле, çав списокри эмелсене тивĕçлĕ органсем сăнаса тăраççĕ, вĕсен хакĕ инфляцирен ытлашши ÿсмелле мар. ЧР Сывлăх сыхлав министерстви сĕннипе аптекăсенче пурнăçшăн уйрăмах кирлисен ятарлă сентрине тумалла. Йÿнĕреххине, хăйне кирлине çын тÿрех асăрхама пултартăр. Халĕ курăмлă вырăна чи хаклисене кăларса хума хăнăхнă. Вăрттăнлăх мар, фармацевтшăн йÿннине сутни тупăшлах мар. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.