Куккук, тухмасть-ши сан куççуль?

12 Нарăс, 2015

Çемье алкоголизмĕ чăваш ялĕсенче те анлă сарăлчĕ. Çынсем ăс-тăнран кăларакан хаяр шĕвеке намăс-симĕсе уямасăр, вилĕмрен хăрамасăр кÿпеççĕ... Этем сăн-сăпатне çухатнă, ĕç тĕлне манса кунĕн-çĕрĕн эрех лĕрккекенсем ялсеренех пур. Çакăншăн ачасем шар курмасан ку ыйту çине куçа хупма та пулĕччĕ-и тен? Пурнăç çулне кашни хăй суйлать вĕт. Ĕçкĕçсен çемйинче кун çути курма тивнĕшĕн пепке айăплă марах. Вĕсене, паллах, патшалăхăн та, халăхăн та хÿтĕлемелле.

Чуна ыраттаракан çак ыйту тавра Элĕк район прокурорĕн пулăшуçипе Алина Большовăпа калаçу пуçартăмăр. Ачашăн çуралнă кил-çурт - хăрушă вырăна, ашшĕ-амăшĕ тăшмана çаврăннă тĕслĕхпе кулленхи ĕçре вĕсем час-часах тĕл пулаççĕ-çке. Районта ăнăçсăр 39 çемьене шута илнĕ, вĕсенчи 73 ача социаллă хăрушă лару-тăрура пурăнать. Пĕлтĕрхи рейд вăхăтĕнче кăна ăнăçсăр 7 çемьене тупса палăртнă. «Пур çĕрте те тенĕ пекех пĕр ÿкерчĕк: тирпейсĕрлĕх, тĕпренчĕкĕсене йĕркеллĕ ÿсмешкĕн майсем çукки, юхăнчăклăх... Сăлтавĕ - ĕçкĕ», - палăртрĕ Алина Николаевна. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.